Ӑнӑҫусемпе таврӑннӑ

Пирӗн тӑрӑхра юр кайса пӗтнӗ пулин те округри йӗлтӗрҫӗсем хӑйсен спорт хатӗрӗсемпе сывпулашма васкамаҫҫӗ-ха. Ҫак кунсенче вӗсем Киров облаҫӗнче иртнӗ йӑлана кӗнӗ 45-мӗш «Шижма» марафонтан таврӑннӑ. Вӗсем ҫӗршыври 40 регионти 900 ытла спортсменсемпе пӗрле 50 километрлӑ дистанцире тупӑшнӑ. Чӑваш Республикин командинче ӑмӑртса Николай Ятманов, Зуфар Тимаев, Владислав Васильев, Иван Симендеев яланхиллех лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Вӗсене малашне те ӑнӑҫлӑ финишсем сунатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.)

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *