Ҫак кунсенче республикӑри агропромышленноҫ тата пулӑ хуҫалӑхӗн комплексӗсен правительство комиссийӗн, Аслӑ технологи шкулӗпе Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн канашлӑвӗ иртнӗ. Унта округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Канашлура республикӑн ял хуҫалӑхӗнчи пӗлтӗрхи кӑтартӑвӗсене тишкернӗ, кӑҫалхи тӗллевсене палӑртнӑ. Унта аропромышленноҫ комплексне тата ялсен территорисене аталантарас, ял хуҫалӑх продукцине туса илекенсене патшалӑх енчен пулӑшас ыйтусене те пӑхса тухнӑ. Хӑмла туса илесси, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетесси, ял хуҫалӑх продукцине вырӑнтах тирпейлесси, агромаркет туса хурасси, аграрисен пӗлӗвне ӳстересси тата ытти пирки те калаҫнӑ. Агропромышленноҫра вут-кӑвартан сыхланасси пирки те чарӑнса тӑнӑ.

