Уйсемпе хирсем юртан тасалса пӗтрӗҫ. Кӗҫех ял ҫыннисемшӗн хӗрӳ тапхӑр пуҫланӗ. Ҫураки нихӑш ҫул та ҫӑмӑл пулман. Халӑхра «Мӗн акатӑн — ҫав шӑтать» текен каларӑш анлӑ сарӑлнӑ та, пулас тухӑҫ вӑрлӑх пахалӑхӗпе пӗрлех ӗҫе мӗнле пурнӑҫланинчен, агротехника йӗркине мӗнле тытса пынинчен те нумай килет. Ҫакӑ тата ытти шухӑшсене палӑртнӑ округ администрацийӗнче иртнӗ агроинженери канашлӑвӗнче.
Пирӗн округра ял хуҫалӑх предприятийӗсем — 21, хресченпе фермер хуҫалӑхӗсем 74 шутланса тӑраҫҫӗ, кунсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсен 9059 хушма хуҫалӑхӗ. Вӗсем ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене мӗнле хатӗрленнипе, кӑҫал пурнӑҫлама палӑртнӑ тӗллевсемпе округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Минзаит Зайнуллин паллаштарнӑ. Яланхи пекех тӗрлӗ формӑллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫуракине кӗркуннех хатӗрленме тытӑннӑ. Вӗсенчи ӗҫченсем пахалӑхлӑ вӑрлӑх хывса хӑварас тесе тӑрӑшнӑ, тасатса акма юрӑхлӑ кондицие ҫитернӗ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем, удобренисемпе им-ҫамсем илсе килнӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтма пуҫласанах техникӑна юсаса хатӗрлеме пикеннӗ.
Паянхи кун хирти пур ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗ те хуҫалӑхсенчи машинӑпа трактор паркӗ мӗнле шайра пулнинчен нумай килет. Юлашки ҫулсенче вӗсене ҫӗнетес енӗпе чылай ӗҫленӗ. Ку тӗлӗшпе пирӗн округ республика шайӗнче те лайӑххисен йышӗнче. Иртнӗ ҫул ҫеҫ ял хуҫалӑх предприятийӗсем 11 ҫӗнӗ трактор, тырпул пуҫтарса илмелли тата выльӑх апачӗ хатӗрлемелли пӗрер комбайн, кӑкарса ӗҫлемелли пахалӑхлӑ агрегатсем туяннӑ. Удобрени, ӳсен-тӑрансене ҫумкурӑкран, чир-чӗртен хӳтӗлемелли имҫамсем, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем хатӗрленӗ.
Округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсен ака-суха ӗҫӗсене вӑхӑтра та пахалӑхлӑ пурнӑҫлама пур майсем те пур.
Канашлура патшалӑх техника надзорӗн тӗп инженерӗ Николай Райков та сӑмах илнӗ, вӑл хуҫалӑхсенче техника тӗрӗслевӗсем пуҫланнине пӗлтернӗ, техосмотрти ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ. Округӑн архив ӗҫӗсен заведующийӗ Валентина Шингалова хуҫалӑхсенчи документсене упрассин ыйтӑвӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш республикинчи тата Ульяновск облаҫӗсенчи управленийӗн ҫӗр надзор пайӗн патшалӑх инспекторӗ Юрий Матвеев, ӳсен-тӑран карантинӗ енӗпе ӗҫлекен уйрӑмӗн патшалӑх инспекторӗ Алексей Адюков сӑмах илсе калаҫнӑ.
«Россельхозцентр» ФГБУн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн округри филиалӗн тӗп аграномӗ Надежда Чернова ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи акмалли вӑрлӑх пахалӑхӗ мӗнле пулнипе паллаштарнӑ. «Чувашский» агрохимцентрӑн агрохимикӗ Александр Калеев уй-хирте имҫамсемпе усӑ курас ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Канашлу ӗҫне округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес ӗҫ управленийӗн начальникӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Альберт Кузьмин, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Фарад Зейнетдинов, хуҫалӑхсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Умра чӑннипех те ял ӗҫченӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑр тӑрать. Ҫанталӑкпа пӗлсе усӑ курса ҫӗр ӗҫченӗсем хӑйсем палӑртнӑ ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшӗҫ.
Юрий Гаврилов.

