Мартӑн 18—20-мӗшӗсенче Мускавра Пӗтӗм тӗнчери «МIТТ—2025» туризм тата хӑна индустрийӗн куравӗ ӗҫленӗ.
Унта 36 ҫӗршыври турбизнес представителӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи туризм сферинчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ. Чӑваш Республики муниципалитетсен туризм аталанӑвӗн концепцийӗсемпе паллаштарнӑ. Чӑваш Ен экспозицине 16 пин ытла ҫын пырса курнӑ. Хӑнасене чӑваш халӑхӗ, йӑли-йӗрки пирки хатӗрленӗ конкурссем, викторинӑсем уйрӑмах килӗшнӗ.
Курав кунӗсенче Чӑваш Ен тата Крым шалти туризма аталантарма килӗшӳ тунӑ. Ҫавӑн пекех Мускаври, Свердловскри, Дагестанри туроператорсемпе пӗрлехи проектсене ӗҫе кӗртесси пирки калаҫса татӑлнӑ.

