Республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи хӑй тӗллӗн ҫӳрекен машинӑсен техника тӗрӗслевӗсем пуҫланнӑ.
Пӗрремӗш техосмотр «Слава картофелю» тата «Комсомольские овощи» агрофирмӑсенче иртнӗ. Ку предприятисем — ял хуҫалӑх отраслӗнче чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен хуҫалӑхсенчен пӗрисем. Техника уй-хир ӗҫӗнче пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине ӑнланса вӗсенче ҫӗнӗ тракторсем, кӑкарса ӗҫлемелли агрегатсем туянаҫҫӗ, мӗн пуррипе пӗлсе тухӑҫлӑ усӑ кураҫҫӗ. Вӗсен юсавлӑхӗпе управӗ ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Кунта опытлӑ та ӑста механизаторсем тӑрӑшаҫҫӗ, ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата пахалӑхӗ техника мӗнле шайра пулнинчен нумай килнине ӑнланаҫҫӗ. Кӑҫал асӑннӑ хуҫалӑхсенчи 38 техника техосмотр витӗр тухнӑ. Патшалӑх техника надзорӗн округри инспекци начальникӗ Н.Райков механизаторсене ҫуракинче тухӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ, техника тата ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнма хушнӑ.
Техника тӗрӗслевӗсем малалла пыраҫҫӗ.
Ю.ЮРЬЕВ хатӗрленӗ.

