Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче 1924 ҫулта ҫуралнӑ Георгий Можаев 17 ҫул тултарсанах Армени ССРӗнчи Кировокан хулине ӗҫлеме тухса кайнӑ. Унтанах нимӗҫ фашисчӗсемпе ҫапӑҫма фронта ӑсаннӑ. Связист пулнӑ. Ҫапӑҫусем лӑпланнӑ самантра ҫырнӑ ҫырӑвӗсем, 30 яхӑн, упранса юлнӑ. Вӗсене куҫҫульсӗр вулаймастӑн. Георгий тете хӑй чӗрӗ чухне кӑкӑрӗ ҫине виҫӗ «Паттӑрлӑхшӑн» медаль ҫакма ӗлкӗрнӗ. Тӑваттӑмӗш наградине эпир илтӗмӗр.
Георгий тете ҫинчен мана асанне те, асатте те нумай каласа кӑтартнӑ. Кировоканра вӑл авланнӑ. Мӑшӑрӗ — Патӑрьел районӗнчи Упи ялӗнчен. Ачине нимӗҫсем вӗлернӗ, каярахпа арӑмӗ Чӑваш Ене таврӑннӑ. Георгий Можаев 1943 ҫулхи август уйӑхӗнче Севастополе хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ. Вӑл яланах пирӗн чӗрере. Унӑн пурнӑҫӗ, паттӑрлӑхӗ ҫинчен ачисемпе мӑнукӗсем валли ҫемье альбомӗ йӗркелерӗмӗр. Вӑл вӑрҫӑран янӑ ҫырусем те унтах упранаҫҫӗ. Ҫырӑвӗсене алла илмессерен куҫҫуль тухать.
Астӑватӑп% асанне эпӗ шкултан килессе кӗтетчӗ. Георгий тете ҫырӑвӗсене мана вулаттаратчӗ. Эпӗ вуланӑ чухне шӑппӑн йӗретчӗ. Асанне юлашки сывлӑшӗ тухичченех ывӑлне кӗтрӗ. Манӑн атте, Георгий тетен шӑллӗ Ванюш, асанне пирӗн хушӑра текех ҫук ӗнтӗ. Реликви вырӑнне упранакан, фронтран килнӗ виҫ кӗтеслӗ ҫырусене вара пурте тыта-тыта пӑхатпӑр, вулатпӑр. Вӗсемпе вулакансене те паллаштарас килет. Ҫырури орфографипе стиле упраса хӑварнӑ.
«1942 ҫулта, 5-мӗш апрельте ҫыратӑп ҫыру. Пурсӑра та салам! Ванюш, спасибо мана хисеплесе ҫыру янӑшӑн. Питӗ савӑнтӑм. Эсир ҫырнӑ ҫырӑва ӗнер окопра выртнӑ чух, пуҫа ҫӗклеме ҫук пульӑ шӑхӑрнӑ вӑхӑтра илсе вуларӑм. Паян, нимӗҫе хӑваласа, пӗр ял йышӑнтӑмӑр. Ҫавӑнпа ҫыратӑп ку ҫырӑва. Атте, 4 уйӑх вӑрҫӑра, хӑв пӗлетӗн связистӑн пурнӑҫне. Атте, анне, курасси пулӗ-ши, пулмӗ-ши! Мӗн чухлӗ юлташ пӗрлеччӗ. Йӑлтах вилсе пӗтрӗҫӗ. Ҫыру ҫырӑр. От 33063 Полевая почта. Можаев Георгий».
«1943 ҫулхи январӗн 26-мӗш числи. Асран кайми ҫемйесем, Атте, Анне, Ванюш. Малтанах ман сирӗн сывлӑхӑрпа, пурнӑҫӑра ыйтса пӗлес килет.
Эх, сире курса пулӗ-ши, пулмӗ-ши? Шутсӑр курас килет манӑн сире. Паян кун та сире курмалла пулсан, хама хам вилме те шалккӑ мар. Атте, эпир каллех урӑх ҫӗре куҫрӑмӑр. Мана ӳстертӗр те, уссине кураймарӑр. Ну, Атте-Анне, сывӑ пулӑр. Ку ҫырӑва вутлӑ ҫумӑр айӗнче ҫыратӑп. Курнӑҫма турӑ сывлӑх патӑр.
Полевая почта. От 1530 часть 323. Можаев».
«1943 ҫулхи февралӗн 22-мӗш числинче ҫыратӑп. Асран кайми тӑван Атте-Анне, Ванюш, сире юратса ҫак сехетре, ҫак минутра салам йышӑнма сӗнетӗп.
Атте, кашни кун малалла каятпӑр. Ӑшӑ пӳртре ҫывӑрасса сунманччӗ. Уйӑх пӳртре ҫывӑрманни. Уй-хирте ҫӗр каҫнӑ, мӗнле кӑна шӑнман-ши. Темӗн, атте, таврӑнсан та сывлӑхлӑ таврӑнас ҫук. Шӑм-шак ыратать. Чӑтас пулать. Вӑхӑчӗ ҫавӑн пек. Тата пирӗн ҫӗрӗн-кунӗн канӑҫ ҫук. Проводана татаҫҫӗ, связистӑн ҫӗр хута чупмалла пӗчченех. Унта питӗ хӑрушӑ. Атте, Анне курасси пулмасть пуль пӗр-пӗрне. Телей пулсан таврӑнатӑп.
Салампа Можаев Г.
Полевая почта 1530 часть 383».
Георгий Можаевӑн юлашки ҫырӑвӗ%
«1943 ҫул, июнь. Сывӑ-и Атте, Анне, Ванюш; Эсир ҫырнӑ ҫырӑвӑра илсе вуларӑм. Манӑн ҫыру сирӗн пата ҫитейӗ-ши?
Эпир окруженинче. Арӑмпа ача нимӗҫсен аллинчеччӗ. Каярахпа ачана вӗлерни ҫинчен пӗлтӗм. Сывӑ пулӑр, Георги».
Галина НОВИКОВА.
Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗ.

