Вӑл 21-ре кӑна-ха. Ҫак тӗле икӗ аслӑ пӗлӳ, водитель правине илнӗ. Чи пысӑк ҫитӗнӳсенчен пӗри — «Раҫҫей чӑваш пики» ят. Чӑваш халӑхӗпе пӗрле «Ир пулсан» кӑларӑмпа ҫӗнӗ куна пуҫлакан Татьяна Матросова, Тукай хӗрӗ.
Шкулта чухнех — ҫӑлтӑр
— Татьяна, шкулта вӗреннӗ чухнех эсӗ «ҫӑлтӑр» пулнӑ. Журналист профессине илесси пирки те ачаранах ӗмӗтленнӗ-и?
— Ун чухне такам та пулас килнӗ, балерина, артистка, вӗрентекен… Эпир вӗреннӗ чухне Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмне кӗтӗмӗр. Пирӗн Ҫӗнӗ Мӑрат шкулӗнче Валентина Филиппова вӗрентекен ҫак ӗҫе йӗркелесе пычӗ. Аппапа Аньӑпа медиа енӗпе аталанма тытӑнтӑмӑр. Шкул ачисемпе сюжетсем ӳкереттӗмӗр, видеосаламсем ҫыраттӑмӑр. Шкулта чухнех питӗ нумай конкурса хутшӑннӑ, спортпа туслашнӑ, пултарулӑхра хама туптанӑ. Эпир шкулпа сывпуллашнӑ чухне, 2020 ҫулта, коронавирус хуҫаланатчӗ. Ҫавна май юлашки шӑнкӑрав та онлайн иртрӗ. Аньӑпа шкулпа йӗркеллӗн сывпулашайманшӑн хурланса йӗнӗччӗ. Эпӗ физикӑпа математика е кӗҫӗн классен учителӗ пуласшӑнччӗ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн икӗ факультетне, Аня И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетне заявленисем онлайн майпа патӑмӑр. Аня хыҫҫӑн хамӑн документсене те унта ятӑм. Темиҫе кунран ЧПУран Алена Иванова декан шӑнкӑравларӗ. Манӑн хӑш-пӗр документ ҫитмен-мӗн, васкавлӑн ярса пама хушрӗ. Кайран Аньӑпа килте камера ҫутса сочинени ҫыртӑмӑр. Ҫапла иксӗмӗр те вӗренме кӗтӗмӗр. Университета хӗрлӗ дипломпа пӗтертӗмӗр.
— Епле вӑл — «Раҫҫей чӑваш пики» титулӗллӗ пулма;
— Мана конкурса хутшӑнтарасси пирки чи малтан аннерен ыйтнӑ. Эпӗ тӳрех килӗшрӗм. Ку манӑн ӗмӗт пулнӑ. 11-мӗш класраччӗ ун чухне. Питӗ вӑйлӑ хатӗрлентӗм, ыттисенчен мӗнпе те пулин уйрӑлса тӑрас килчӗ. Тумне, капӑрлӑхӗсене, тухьяна кӳршӗ ялти клуб заведующийӗ пачӗ. Ӗлӗкхи хура пушмак шыраса тупрӑмӑр. Атте-аннесӗр ҫак ҫитӗнӳ пулмастчӗ. Тепӗр кунхине ҫав хӑюна ҫакса шкула килтӗм. Раҫҫей шайӗнче ҫӗнтернинчен паянхи кун та тӗлӗнетӗп.
— Эсӗ — нумай ачаллӑ туслӑ ҫемьерен. Пӗртӑванусем те пурте пултаруллӑ та ӗҫчен. Тӑван кил ҫуначӗ айӗнчен тухса кайма йывӑр пулчӗ-и?
— Атте Алексей Николаевич «Рассвет» хуҫалӑхра слесарьте ӗҫлет, анне Алина Ильинична Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче чылай ҫул поварта тӑрӑшрӗ, халӗ 97-ри инкене пӑхать. Вӗсем 24 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫемьере — 5 ача. Пӗчӗкрен тӗрӗс воспитани парса ӳстернӗшӗн атте-аннене тав тӑватӑп. Вӗсем пирӗнтен ҫирӗп ыйтнӑ. Кирек ӑҫта та хамӑра тивӗҫлӗ тытмалла, ҫынлӑха ҫухатмалла мар тесе вӗрентнӗ. Эпир студент пулсан атте-анне пире общежитире пурӑнтарман, Шупашкарта хваттер туянчӗҫ. Шкулта чухне конкурссене хутшӑннӑ май тӑтӑшах тӗп хулана килме тиветчӗ. Ҫавӑнпа кунти пурнӑҫна хӑнӑхма пӗртте йывӑр пулмарӗ. Килти мӗн пур ӗҫе тума пӗлни те пулӑшрӗ.
— Эсир Аньӑпа епле майпа пӗр класра вӗреннӗ?
— Аня манран ҫулталӑк та 3 уйӑх аслӑрах. Аппан шкула кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Манӑн тепӗр ҫултан тин каймаллине пӗлсен питӗ хытӑ макӑртӑм. Эпир йӗкӗреш пек ӳснӗ, унран епле юлӑп-ха. Диван ҫине выртса уласа йӗтӗм. Питӗ шкула каяс килетчӗ. Ҫапла вара иксӗмӗр пӗрле пӗрремӗш класа кайрӑмӑр. Пирӗн вӗрентекен манӑн хреснаннеччӗ. Ывӑнса ҫитнӗ те, линейкӑра «Хӗресне анне, пулать-и? Каятпӑр-и?» — тесе аптӑратнӑ. «Мӗнле вӗренӗ-ши ку ача, ытла пӗчӗк-ҫке», — тесе анне питӗ куляннӑ. Чиперех ӗлкӗрсе пытӑм, Аньӑран юлмарӑм.
— Пӗрле ӳснӗ, шкулта, университетра пӗрле вӗреннӗ. Ӗҫе мӗншӗн пӗрле вырнаҫмарӑр?
— Аня 10—11-мӗш классенче ҫуллахи каникулта чухне «Каҫал ен» райхаҫатра ӗҫлерӗ. Ҫавӑнпах журналистика уйрӑмне вӗренме каяс терӗ. Анчах студент чухне вӑл медицина килӗшнине ӑнланчӗ. Халӗ, медколледжра вӗренет, преподавательте, администраторта тӑрӑшать. Кӗҫӗн йӑмӑк Лида та медсестрана вӗренет.
— Санӑн вара учитель пулас туртӑм иртсе кайрӗ-и?
— Мана халӗ ытларах пултарулӑх кӑсӑклантарать. 1-мӗш курсра чухне Чӑваш наци радиовӗнче «Ирхи кӑмӑл» ертсе пытӑм. Мария Шагаровӑпа, Эллада Даниловӑпа ӗҫлеме тӳр килчӗ. 2023 ҫулта, 4-мӗш курсра чухне, телевидение «Ир пулсан» кӑларӑма чӗнчӗҫ. Телекуравра хитре пулмалла, йӑл кулса тӳрӗ лармалла. Телекӑларӑма Элтиярпа ертсе пыма пуҫланӑччӗ. Халӗ — Иван Ивановпа. Унта пӗтӗмпех — импровизаци. Мӗн калаҫатӑп-ха тесе ятарласа сценари ҫырман. Чи кирли — кӗнеке вуламалла, хыпарсемпе кӑсӑкланмалла. Вара калаҫмалли тупӑнсах пырать. Ӗҫтешсемпе ертсе пыма ҫӑмӑл, вӗсем питӗ ӑслӑ каччӑсем. Ӗҫлеме тытӑнсанах хӑнасене тупасси йывӑр пек туйӑнатчӗ. Унта ахаль-махаль ҫынна илсе килеймӗн. Пӗлӗшсене чӗнтӗм, хыпарсен кӑларӑмӗ валли сюжет ӳкерме кайсан паллашнӑ ҫынсене йыхравларӑм. Ирхи кӑларӑмӑн ертӳҫи пулма ҫӑмӑл мар. Иртен ӗҫре. Сӑрланмалла, ҫӳҫе тирпейлемелле — эфира тухиччен пурне те ӗлкӗрмелле.
— Ҫамку ҫинчи ҫӗвек мӗнле пулнӑ?
— Ача чухне вылянӑ май Аня мана турчӑкапа лектернӗ. Эпӗ ҫари! ҫухӑрса ярсан анне чупса кӗнӗ. Пит тӑрӑх юхакан юна тасатнӑ хыҫҫӑн фельдшер пунктне илсе кайнӑ. Ыратнине туйма пӑрахтаркан укол тумасӑрах ҫамкана ҫӗленӗ. Аттепе анне мана алӑ-ураран тытса тӑнӑ. Эпӗ ача чухне ҫӗвекрен вӑтанаттӑм, хама килӗшместчӗ пулсан та ҫамкана ҫӳҫпе хупласа ҫӳреттӗм, ӳссе ҫитсен хама мӗнле пур ҫапла йышӑнтӑм, ҫӳҫе ӳстерсе хыҫалалла ятӑм. Ҫӗвекшӗн Аньӑна пӗртте кӳренместӗп.
— Кӗлеткен яштаклӑхне епле упратӑн?
— Ятарласа спортзала ҫӳреместӗп. Коронавирус вӑхӑтӗнче килте вӗреннӗ чухне эпӗ мӑнтӑрланнӑччӗ, 65 килограма ҫитнӗччӗ. Пит ҫап-ҫавракаччӗ. Кайран экзаменсенчи стреса пула начарлантӑм, Аньӑпа водителе вӗренме кайрӑмӑр. Ку та хӑйне май стресс пулчӗ. Пирӗн килте халӗ 4 водитель, анне те ҫӑмӑл машинӑпа ҫӳрет. Шкула, садике вӑл пире илсе каятчӗ. Ҫемйипех пуҫтарӑнса тухаттӑмӑр.
— Урамра сана ҫынсем палласа илнине епле йышӑнатӑн?
— Транспортра та, урамра та палласа илеҫҫӗ, ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ. Ун пек самантсенче хама аван мар туятӑп. Пӗр юбилейре хӗрарӑм пӗҫҫине шарт! ҫапсах, «Ку Таня Матросова вӗт!» — тенӗччӗ. Сӑн ӳкерӗнни, пырса калаҫни савӑнтарать, паллах.
— Кӗрекеҫӗ (тамада) епле пулса тӑтӑн?
— Шкулта чухнех мероприятисем ертсе пыма шанатчӗҫ. «Раҫҫей чӑваш пики» пулнӑ хыҫҫӑн района мероприятисене ертсе пымашкӑн чӗнме тытӑнчӗҫ. Тӑвансем ыйтнипе юбилей пӗрремӗш хут ирттертӗм. Мана ку ӗҫ питӗ килӗшрӗ. Ҫамрӑксем клуба кайса ташласа савӑнаҫҫӗ пулсан эпӗ кӗрекеҫӗре вӑй-хал илме тытӑнтӑм. Хама ятарласа реклама тумасӑрах «сараппан радио» пулӑшнипе ӗҫ тупӑнсах тӑчӗ.
Аппа кӑна мар, тус та
— Эсӗ ҫирӗп тӗллевлӗ-и?
— Ҫапла. Вак-тӗвекрен те паллӑ ҫакӑ. Ҫӑварни эрнинче икерчӗ пӗҫерес терӗм. Виҫӗ ҫатма улӑштартӑм — ҫаплах тӗпне ҫыпӑҫрӗ. Чустине ҫӗнӗрен анне вӗрентнӗ пек лӑкарӑм, ҫатмасене ҫурӑм. Питӗ лайӑх икерчӗсем пулчӗҫ. Аня курчӗ те каларӗ: «Кам-кам та, Таня пӗрех парӑнмасть тесе шухӑшларӑм». Ӗҫе тытӑнсан тӗплӗ тӑвас килет. Харӑсах икӗ пӗлӳ илтӗм. Пурнӑҫра хамӑра хӳтӗлеме, правасене пӗлни кирлех тесе юриспруденцие кайрӑм.
— Пурнӑҫра сана кам вӗрентсе пырать?
— Аттепе анне, кукамайпа кукаҫи, аппа. Хӑш чухне пӗлтерӗшлӗ утӑма хама шансах тӑватӑп. Иккӗленетӗп пулсан ҫемьепе канашлатӑп. Эпир нумаййӑн, кашнин шухӑшне пӗлес килет. Аня — аппа кӑна мар, анне парнеленӗ тус та. Ун пек ҫывӑххи ҫук.
— Санран кӗҫӗннисем — виҫҫӗн. Ача пӑхса ывӑнман-и?
— Ача пӑхтарнӑшӑн питӗ савӑнаттӑмччӗ. Мӗн кӑна тутарман-ши вӗсене? Тенкеле кутӑн ҫавӑраттӑмччӗ те Лидӑна, Аринӑна, Кольӑна лартса ярӑнтараттӑм. Атте-анне утта кайсан мана килте ачасемпе хӑваратчӗҫ. Вырӑн таврашӗсенчен вӗсене ӳпле туса параттӑм. Ҫулла хӑйӑр купи ҫинчен кӗме пӗлмен. Арина — 7-мӗш, Коля 8-мӗш класа каяҫҫӗ халӗ. Эпир виҫҫӗн — Аня, эпӗ, Лида — хулара. Яла килмессерен йӑмӑкпа шӑллӑм чупса тухса кӗтсе илеҫҫӗ пире. Аттепе анне выльӑх нумай усраҫҫӗ. Пирӗн Коля пӗчӗк чухнех ӗне сума юрататчӗ, аннерен малтан тухса ӗҫлеме тытӑнатчӗ. 6 кун кӗтӗве каясси маншӑн тем пысӑкӑш савӑнӑҫчӗ. Эпӗ кӗтӳ пӑхма ҫав тери юрататӑп. Хирте никам та кансӗрлемест, юрлас килсен — юрла, ташлас килсен — ташла… Выртатӑн та пӗлӗтсем ҫине тинкеретӗн, шӑнасем явӑнаҫҫӗ, кайӑксем те ҫавӑнтах вӗҫеҫҫӗ. Кӗтӳ маншӑн — канмалли чи лайӑх вырӑн. Ялти ӗҫсем мана киленӳ кӳреҫҫӗ. Йышлӑ ҫемьере пӗри тӑрмашнӑ чухне тепри ахаль тӑмасть — пурте пӗрле кар! тӑратпӑр та ӗҫлетпӗр. Утта ҫиччӗн кӗртесси мӗн вара вӑл?
Пире атте-анне лайӑх тумлантарнӑ. Вӗсем пысӑк укҫаллӑ ҫӗрте ӗҫлемен пулсан та пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тӑхӑнтартман, пӗрин валли япала илсен теприсем валли те туянтарнӑ атте. Мӗнле кӑна тетте пулман пирӗн! Выльӑх-чӗрлӗх усраса тупӑш тӑваҫҫӗ. Пирӗншӗн тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем.
— Эсӗ тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ хӗр, сӑвӑ та ҫыратӑн, халӑх театрӗнче те вылятӑн…
— Ӗҫре «ҫунса тухнине» ирттерес тесе е алмаз мозаикинчен картина пуҫтаратӑп, е шӑтӑкла ҫыхатӑп, е тӗрлетӗп, е кӗнеке вулатӑп. Чун хурланса килнӗ самантра пуҫа рифмӑсем килеҫҫӗ те сӑвӑ шӑрҫалатӑп. Кайран вӑхӑт иртсен вулатӑп та хам ҫапла ҫырма пултарнинчен тӗлӗнетӗп. Сӑмах май, шкулта чухнех эпӗ сӑвӑсемпе аппаланнӑ. Хамӑн сӑвӑсемпе икӗ юрӑ — «Юрату ҫаранӗпе», «Ташла, Иван» — ҫыртартӑм. Музыка шкулӗнче те вӗреннӗ эпӗ. Купӑс калама та пӗлетӗп, чӑваш ташши те ташлаттарма пултаратӑп. Кукамай шӳте, юрра ӑста, кукаҫи те, кукка та купӑс калаҫҫӗ.
Пирӗн ҫуртра яланах ача сасси янӑрать. Аттен тӗп килӗ пулнӑ май тӑвансем пӗрмай килеҫҫӗ. Манӑн та ҫапла йышлӑ пулас килет, качча кайсан 5 ача ҫуратма хирӗҫ мар.
Алина ИЛЬИНА.

