Понедельник, 20 июля

Сӳнми ҫулӑм ялкӑшӗ ӗмӗрех

Сӳнми ҫулӑм ялкӑшӗ ӗмӗрех

Аслӑ Ҫӗнтерӗве  80 ҫул ҫитнӗ   ятпа «Газпром межрегионгаз» ПАО пысӑк масштаблӑ проекта пурнӑҫа кӗртет: «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр!» Пӗтӗм Раҫҫей акцине хутшӑнса, 120 ытла асӑну мемориалне сетьран килекен ҫут ҫанталӑк газӗпе тӳлевсӗр тивӗҫтерессине йӗркелеҫҫӗ.

Иртнӗ эрнере Шӑмӑршӑри Ҫӗнтерӳ паркӗнчи Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене асӑнса лартнӑ мемориалта Ӗмӗрхи ҫулӑма чӗртнӗ. 

Мероприятие пухӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администраци ертӳҫи В.А.Борисов Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаев ятӗнчен Шӑмӑршӑ муниципалитет округӗнче пурӑнакансене ҫак паллӑ кунпа чӗререн саламланӑ.

— Паян ҫакӑнта ҫутакан Ӗмӗрхи ҫулӑм кашни ҫынна — уйрӑмах вара ҫамрӑк ӑрӑва — Тӑван ҫӗр-шыва чӗререн юратма тата ӑна хӳтӗлемешкӗн хатӗр тӑма хавхалантарса тӑтӑр, — тенӗ Вячеслав Борисов.

Мероприятире ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ, «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн политканаш секретарӗ Ольга Петрова, «Газпром межрегионгаз» ООО генеральнӑй директорӗ Александр Бусыгин тухса калаҫнӑ.

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче тата киле таврӑнсан вилнисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Ӗмӗрхи ҫулӑм тата палӑк умне вун-вун чӗрӗ чечек хуни те вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсем пирӗн чӗрере упраннине ҫирӗплетет.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *