Апрелӗн 4-мӗшӗ. Ҫак кун 1945 ҫулта совет ҫарӗсем Словакин тӗп хулине — Братиславӑна — нимӗҫ ҫарӗсенчен хӑтарнӑ.
Апрелӗн 9-мӗшӗ. Ҫак кун 1945 ҫулта Василевский маршалӑн ҫарӗсем Тухӑҫ Пруссин тӗп хулине Кенигсберга штурмпа илнӗ.
Апрелӗн 10-мӗшӗ. 1944 ҫулта ҫак кун Малиновский маршалӑн ҫарӗсем Одессӑна фашистсенчен хӑтарнӑ.
1945 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче Толбухин маршалӑн ҫарӗсем Австрин тӗп хулине — Венӑна — ирӗке кӑларнӑ.
Апрелӗн 16-мӗшӗ. 1945 ҫулта Берлина тапӑнмалли стратеги операцийӗ пуҫланнӑ.
Апрелӗн 18-мӗшӗ. Александр Невский княҫӑн вырӑс воинӗсем Чуд кӳлли ҫинче нимӗҫ рыцарӗсене ҫӗнтернӗ кун (1242 ҫул).
Апрелӗн 25-мӗшӗ. 1945 ҫулта ҫак кун Берлин капитуляци тунӑ.

