Пӗрремӗш форум иртнӗ

Мартӑн 26-мӗшӗнче республикӑра «Единая Россия» партин Чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗн муниципалитет депутачӗсен 1-мӗш форумӗ иртнӗ. Ӑна Муниципалитет депутачӗн ҫулталӑкне халалланӑ.

Форум ӗҫне пин ытла ҫын — «Единая Россия» партире тӑракан муниципалитет пӗрлӗхӗсен депутачӗсем, партин хастар ҫыннисем, вырӑнти тата пуҫламӑш уйрӑмӗсен секретарӗсем, ҫамрӑксен лидерӗсем, экспертсем — хутшӑннӑ.

Пуҫтарӑннисене партин Генераллӑ совечӗн секретарӗ Владимир Якушев видеоҫыхӑну урлӑ саламланӑ. Вӑл форумӑн кун йӗркинчи ыйтусем партине ҫирӗплетес тата республикӑри  экономикӑпа социаллӑ сферӑна аталантарас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ. Халӑх депутатсен ӗҫне асӑрхаса, «Единая Россия» партин депутачӗсем вӗсене итлеме хатӗррине, сӗнӗвӗсене ертӳҫӗсем патне ҫитернине пӗлсе тӑтӑр тесе тӑрӑшмалли ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Ҫакӑ муниципалитет депутат ҫулталӑкӗн тӗп теллӗвӗсенчен пӗри. Форум ӗҫне «Единая Россия» партин Аслӑ шкулӗн ертӳҫин ҫумӗ Алексей Степанов хутшӑннӑ. Вӑл партин регионти уйрӑмӗн секретарӗпе, Патшалӑх Канашӗн председатӗлӗпе Леонид Черкесовпа пӗрле «Единая Россия» партин вырӑнти депутатсен социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пуҫарӑвӗсемпе парти проекчӗсене сӳтсе явмалли дискуссиллӗ тематика лаптӑкӗсен уҫнӑ.

«Инфраструктура для жизни» лаптӑкра хула тата ял хӑтлӑхне аталантармалли кейссене пӑхса тухнӑ, лайӑххисене палӑртса вӗсене анлӑ сармалли утӑмсене палӑртнӑ.

«Дело каждого% проекты, посвященные 80-летию Победы» секцире мероприятисем пирки анчах мар, историлле тӗрӗслӗхе упраса хӑварас ыйтӑва та ҫӗкленӗ. Кашни ҫулах «Единая Россия» тӑрӑшнипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ «Диктант Победы» патриотлӑ акци  йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл апрелӗн 25-мӗшӗнче пулать. Ӑна ирттерме Чӑваш Енре 650 лаптӑк хатӗрлеме палӑртаҫҫӗ, унта 20 пин ытла ҫын хутшӑнасса шанаҫҫӗ. «Пурне те ҫак патриотла акцие хутшӑнма, хӑвӑрӑн муниципалитетсенче ку мероприятие ирттерме пулӑшма сӗнетӗп», — палӑртнӑ Леонид Черкесов.

 «Российское село» лаптӑк-ра территорисене аталантарасси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫак парти проектне пурнӑҫласа  республикӑра чылай ӗҫ тунӑ. «Лучшие на селе» проекта ҫӗршыв шайӗнче те ырласа йышӑннӑ.

Пленарлӑ пайра форум ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май дискусси лаптӑкӗсенче граждансен пурнӑҫне лайӑхлатас енӗпе палӑртнӑ шухӑшсем ҫине тайӑнса пӗтӗмлетӳ резолюцийӗ йышӑннӑ. Форум ӗҫне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. «Муниципаллӑ депутатсем — халӑх сасси, вӗсен тӗревӗ. Вӗсем ҫынсемпе юнашар тӑраҫҫӗ, вӗсен татса паман ыйтӑвӗсемпе сӗнӗвӗсене пӗлеҫҫӗ»,  — палӑртнӑ Олег Алексеевич. Форума килнисене саламласа вӑл кунта пур округсенчен те депутатсем пулни пысӑк пӗлтерӗшлине, вӗсенчен чылайӗшӗпе вырӑнта Правительство кунӗнчех курнӑҫса калаҫнине ҫирӗплетнӗ.

«Тӗп тӗллевсенчен пӗри — «Партийный десант» проект шайӗнче депутатсен тата общественнӑҫ контрольне вӑйлатасси. Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ кашни юсакан е ҫӗнӗрен тӑвакан объект ҫумне яваплӑ депутатсене явӑҫтармалла. Халӑх суйланӑ ҫынсем вӗсенче ӗҫсем мӗнле пынине тӗрӗслесе тӑччӑр, ыйтусем сиксе тухсан татса пама пултарччӗр», — пӗлтернӗ Леонид Черкесов.

Чи пултаруллӑ депутатсене хастар ӗҫшӗн наградӑсем панӑ.

Форум ӗҫне пирӗн округри депутатсемпе «Единая Россия» парти хастарӗсем те хутшӑннӑ, дискусси лаптӑкӗсенче пулса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явма  хутшӑннӑ.

 Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Эпир пӗрле нумай ӗҫ пурнӑҫларӑмӑр, анчах та мӗн тунипе лӑпланса ларас шутлӑ мар. Пирӗн тӗллев малашне те республика аталанӑвӗшӗн тӑрӑшасси пулса тӑрать. Муниципалитетсенчи партин депутачӗсене ӗҫе парӑннӑшӑн, хастарлӑхшӑн тав тӑватӑп. Пӗрлехи вӑйпа эпир хамӑр умма лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр, Чӑваш Ене малашне те тӑнӑҫлӑ аталанма майсем туса парӑпӑр».

Юрий Гаврилов хатӗрленӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *