Понедельник, 13 июля

Пысӑк ят-сум ҫӗр ӗҫӗпе ҫӗнсе илнӗ

Пирӗн тӑрӑхра, округра (районта) икӗ ҫын Социализмла Ӗҫ Геройӗ ята тивӗҫнӗ. Вӗсем —  «Россия» колхоз  бригадирӗ  Николай Федорович Миронов тата «Красный Октябрь» колхоз тракторисчӗ Леонтий Николаевич Акчурин. Иртнӗ эрнере Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра округ администрацийӗн архив секторӗн ӗҫченӗсем  Л.Н.Акчурина асӑнса унӑн тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе тӗлпулу йӗркелерӗҫ.

Паттӑр тесен эпир чи малтан вӑрҫӑра, ҫапӑҫу хирӗнче хӑюллӑх кӑтартакана куҫ умне кӑларатпӑр. Мирлӗ ӗҫре, уй-хирте, фермӑра та хастарлӑхпа, пуҫаруллӑхпа паттӑрлӑх  кӑтартма пулать мӗн. Эпӗ ҫак тӗлпулу хыҫҫӑн ятарласа вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче тухнӑ «Октябрь ялавӗ» район хаҫачӗн сыхланса юлнӑ подшивкисене уҫса пӑхрӑм. «Красный Октябрь» колхозри уй-хир ӗҫӗсем пирки ҫырнӑ заметкӑсемпе статьясенче ун ячӗ тӑтӑшах тӗл пулать. Вӗсенче Леонтий Акчурин пултаруллӑ пулнипе пӗрлех хӑй ӗҫне ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшни, вӗсене тӗрӗслесе пӑхма шикленменни пирки палӑртаҫҫӗ. Районта сухаҫӑсен пӗрремӗш ӑмӑртӑвне  хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Малтанхи ҫул республикӑри ҫакӑн пек ӑмӑртура призерсен шутне кӗреймен. Тепӗр ҫулта та чи мала тухайман. Тӑрӑшуллӑхне, палӑртнӑ тӗллеве пурнӑҫлама тӑрӑшни хӑйӗн ҫимӗҫне панӑ, 1970 ҫулта вӑл республикӑри сухаҫӑсен ӑмӑртӑвӗнче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ҫакӑ унӑн ҫирӗплӗхне, ӑсталӑхне ӳстерсе пынине, мӗн тунипе ҫырлахса ларманнине туллин ҫирӗплетет.

Тӗлпулу ҫавра сӗтел хушшинче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫура иртрӗ. Леонтий Николаевичӑн  ачисем, кинӗсем, тӑванӗсем ун ҫинчен аса илсе каласа пачӗҫ. Вӑл ӑста механизатор, ӗҫ паттӑрӗ ҫеҫ мар,  чӑн-чӑн ҫын пулнине, тӑванӗсене чунтан юратнине палӑртрӗҫ. Тӗлпулӑва округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин  хутшӑнчӗ. Вӑл Л.Акчурин пек ҫынсем ял ачисемшӗн тӗслӗх пулса тӑмаллине ҫирӗплетрӗ. Вӗренекенсемпе ӗҫ паттӑрӗсем ҫинчен мероприятисем ирттерме сӗнчӗ. Тӗлпулура округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова Николай Никандровичӑн сӗнӗвне шута илме пулчӗ.

Округӑн архив ӗҫӗсен секторӗн заведующийӗ В.Н.Шингалова тӗлпулӑва уҫса ертсе пынӑ май Л.Н.Акчуринӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарчӗ.

Леонтий Николаевич Акчурин 1933 ҫулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче районти Хирти Шӑхасан ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.  Ашшӗ Николай Герасимович Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра  1942 ҫулта пуҫ хунӑ. 36 ҫулхи мӑшӑрӗ, Федосия Николаевна, 5 ачапа тӑлӑха юлнӑ. Асли Лена, иккӗмӗшӗ Леонтий,  ун хыҫҫӑнхисем Люба, Виталий, Веня пӗринчен-пӗри пӗчӗк пулнӑ. Аслӑраххисем мӗн пултарнӑ таран амӑшне пулӑшма тӑрӑшнӑ.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи 7 ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен 1948 ҫулта Леонтий «Красный Октябрь» колхозра тракториста пулӑшакан пулса ӗҫленӗ. Канашра механизаторсен курсне пӗтерсен тӑван ялах таврӑннӑ, колхозра тӑрӑшнӑ. 3 ҫул Венгри Халӑх Республикинче ҫарта танкист пулнӑ.  Унтан таврӑнсан каллех колхозра механизаторта вӑй хума пуҫланӑ.

1956 ҫулта вӑл Варвара  Ильиничнӑпа пӗрлешсе ҫемье ҫавӑрнӑ. Леонтий Николаевич  иртен пуҫласа каҫченех тракторпа ӗҫленӗ. Вӑл вӑхӑтра  колхозра ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫ нумай пулнӑ. Трактора яланах юсавлӑ тытнӑ, хушнӑ ӗҫе пахалӑхлӑ пурнӑҫланӑ. Ӗҫре те пысӑк кӑтартусем тунӑ. 1968 ҫулта Л.Акчурина «Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ», 1970 ҫулта «РСФСР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» хисеплӗ ятсем парса чысланӑ. 1971 ҫулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче ял хуҫалӑх производствине аталантарас енӗпе пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тата  патшалӑха ҫӗр ӗҫ продукцине памалли пилӗкҫуллӑх планне тултарас енӗпе тухӑҫлӗ ӗҫленӗшӗн ӑна Социализмла Ӗҫ Геройӗ хисеплӗ ят панӑ. Ҫак вӑхӑтран ун кӑкӑрне ытти нумай наградӑпа пӗрле Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа мӑлатук» ылтӑн медаль илемлетме пуҫланӑ.

Леонтий Николаевич пысӑк награда илнӗ хыҫҫӑн малалла та колхозра ҫӗр ҫинче ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Ял, колхоз аталанӑвӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ. 1974—1979 ҫулсенче вӑл СССР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ пулнӑ. Кашни созыврах тенӗ пекех ӑна ял, район совечӗсен депутатне суйланӑ. Вӑл районшӑн, ялсемшӗн тунӑ пархатарлӑ ӗҫӗсене асӑнса та пӗтереймӗн.

Шел пулин те, Леонтий Николаевичпа мӑшӑрӗн, Варвара Ильиничнӑн, пурнӑҫӗ 1985 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗнче автоаваринче татӑлнӑ. Ял халӑхӗ ун ятне манмасть. 2006 ҫулта Л.Н.Акчурин пурӑннӑ ҫурт ҫине мемориаллӑ хӑма вырнаҫтарнӑ.

Тӗлпулура та вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ҫемйине, тӑванӗсене юратакан ҫын пулнине палӑртрӗҫ. Вӗсем мӑшӑрӗпе 4 ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса ҫитӗнтернӗ. «Айӑпа кӗрсен те атте сивӗ сӑмах каламасӑрах, лӑпкӑн малашне ун пек тума юраманни пирки ӑнлантарса паратчӗ. Ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма, шкулта лайӑх пӗлӳ илме, ӗҫе юратма вӗрентетчӗ», — терӗҫ. Унӑн тӗпренчӗкӗсем ашшӗн сӑмахӗсене, пехилӗсене асра тытса пурӑннӑ. Пурте ҫӗршывшӑн кирлӗ ӗҫе суйласа илсе тӑрӑшнӑ. Халӗ те вӑй хураҫҫӗ.

Асли, Галина, Шупашкарти педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ача садӗнче воспитательте тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн мӗн тивӗҫлӗ канӑва кайичченех  Аслӑ Ҫӗрпӳел ҫухӑну уйрӑмӗнче почтальон пулса ӗҫленӗ. Юрий Чӑваш ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ. Чылай вӑхӑт  Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗн директорӗн ҫумӗ пулса вӑй хунӑ. Шел пулин те, халӗ вӑл пирӗн хушӑра ҫук. Унӑн мӑшӑрӗ тӗп килте пурӑнать. Юлия — аслӑ пӗлӳллӗ. «Водоканал» системинче ӗҫленӗ, халӗ Шупашкарти травматологипе ортопедин федераллӑ центрӗнче тӑрӑшать. Кӗҫӗнни, Илья, Шупашкарти коопераци институтӗнче пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн РФ Президенчӗн тӗп контроль управленийӗн Атӑлҫи округӗнчи инспекцин ревизор-контролерӗ пулнӑ.  Паянхи кун вӑл Мари Эл Республикин шутлав палатин педседателӗ. Куратӑр ӗнтӗ, Леонтий Николаевич, паянхи кун пурӑннӑ пулсан хӑй  ӳстернӗ ывӑл-хӗрӗпе чӑннипех те мухтанма пултаратчӗ.

Тӗлпулура Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ пуҫтарӑннисене хаваслӑ юрӑ-ҫемӗ парнелерӗ. Мероприятие килнисем Л.Акчурин наградисемпе, сӑн- ӳкерчӗкӗсемпе, ун ҫинчен калакан материалсемпе интересленсе паллашрӗҫ.

Л.Н.Акчурин пек ҫынсем округӑн мухтавӗ. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн вӗсем ҫинчен пӗлмелле, тӗслӗх илмелле. Леонтий Николаевич чӑннипех ҫӗр ҫынни пулнӑ. Ӑна юратни, унпа пӗлсе ӗҫлени ӑна пысӑк ят-сум кӳнӗ.

Валентина Шингалова,

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *