Шупашкар хулин ветеринари станцийӗн никӗсӗ ҫинче республикӑри «Ветеринари илемӗ — 2025» конкурсӗнче тӗрлӗ округсенчи 17 пике тупӑшнӑ. Вӗсен хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен видео тата фото презентаци хатӗрлесе, сӑмахпа каласа кӑтартмалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех жюри ыйтӑвӗсене те хуравлама тивнӗ.
Пирӗн округри Комсомольскинчи выльӑх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗҫ кӗрешекен станцире лаборатори заведующийӗнче тӑрӑшакан Минзелия Хамбикова та унта хутшӑннӑ. Вӑл «Мисс талант ветеринарии» номинацире ҫӗнтернӗ. Хастар ӗҫчене саламлатпӑр, яваплӑ ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

