Лайӑххисен шутне кӗнӗ

Тӑвай округӗнчи Енӗш-Шӑрваш ялӗнче ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Н.А.Шутова асӑнса округсем хушшинчи 3-мӗш театр фестивалӗ иртнӗ.

Унта Канаш, Вӑрмар, Тӑвай, Комсомольски округӗсенчи культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи театр коллективӗсем хӑйсен пултаруллӑхне кӑтартнӑ.

Пирӗн округри Элпуҫ культура ҫурчӗ ҫумӗнчи  ушкӑн «Чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ. Вӗсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе куракансене тыткӑнланӑ. Юлия Федорова вара «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацире мала тухнӑ. Артистсене малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *