Комисси ларӑвӗ пулнӑ

Нумаях пулмасть округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче наркотиксене хирӗҫ кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ. Унта наркотиксемпе тата психотроплӑ япаласемпе усӑ курассине хирӗҫ тӑрас енӗпе округӑн программи мӗнле ӗҫленине пӑхса тухнӑ.

Тӗп больницӑн врач-наркологӗ Л.Ярышева тата шалти ӗҫсен «Комсомольский» уйрӑмӗн пай начальникӗн ҫумӗ И.Чумаров округра наркомани сарӑласран сыхланас, ҫак сиенлӗ йӑларан асӑрхаттарас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин наркомани ыйтӑвӗпе ытларах ҫамрӑксем хушшинче калаҫусем ирттермеллине, профилактика ӗҫӗсене вӑйлатмаллине палӑртнӑ. Усал чире  хирӗҫ кӗрешес енӗпе ҫӗнӗ тӗллевсем ҫирӗплетнӗ. Наркомани обществӑшӑн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратни, ӑна хирӗҫ кӗрешес енӗпе вӗрентӳ, культура, право йӗркине сыхлакан органсемпе пӗрлех ашшӗ- амӑшӗн те тимлӗрех пулмаллине асӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *