Воскресенье, 19 июля

Йышӑнма пуҫлаҫҫӗ

Кӑҫал пӗрремӗш класа кайма хатӗрленекен ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен апрелӗн 1-мӗшӗнчен заявленисем йышӑнма тытӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫулсенче ҫак тапхӑр хӗрӳ иртнӗ.

Халӗ вара, чӑваш Республикин вӗрентӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Антонина Буденцова пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ-хӗле ансатлатнӑ. Заявленисене килтен тухмасӑрах Патшалӑх ӗҫӗсен порталӗ урлӑ пама пулать. Ҫавӑн пекех почта урлӑ та ҫырупа яма май пур. Шкулсенче те ашшӗ-амӑшне йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ мелсем, паллах, вӗрентӳ учрежденийӗсенчи черетре тӑракансен йышне палӑрмаллах чакарма пулӑшмалла.

Ашшӗ-амӑшне кӑҫалхи йышӑну кампанийӗ пирки тӗплӗнрех пӗлме шкулсен, вӗрентӳ управленийӗн органӗсен сайчӗсенче баннерсем вырнаҫтарнӑ, мартӑн 25-мӗшӗнче онлайн мелӗпе ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне ирттернӗ. Ҫавӑн пекех 8(8352)56-53-75 телефонпа «хӗрӳ лини» ӗҫлет. Ыйтусене ӗҫ кунӗсенче 8—17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *