Воскресенье, 19 июля

Владимир Путин Олег Николаевпа тӗл пулнӑ

Раҫҫей  Президенчӗ Владимир Путин  регион  пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн  ӗҫне пысӑк хак панӑ, суйлавра ӑнӑҫу суннӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин мартӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулнӑ. Регион Ертӳҫи республикӑн юлашки пилӗк ҫулхи аталанӑвӗпе паллаштарнӑ.

«Олег Алексеевич, татса паман ыйтусем яланах пур, ҫавна май ку лару-тӑру тимлӗ пулма ыйтать. Анчах эсир ку енӗпе тӑрӑшатӑр, ҫавна май сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем те пӗтӗмӗшле начар мар. Малашлӑхра ҫитӗнӳсем сунатӑп сире», — тенӗ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин.

«Ку пысӑк яваплӑх, ҫак шанӑҫа тӳрре кӑларас тата Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн малалла та ӗҫлес тесе эпӗ пӗтӗм вӑя хума хатӗр», — тенӗ Олег Николаев ҫӗршыв Ертӳҫине тав туса.

Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ республикӑра логистика центрӗсенче тата пысӑк предприятисенче, апат-ҫимӗҫ оборудованийӗнче  кирлӗ производствӑн ҫичӗ кластерне  йӗркелени пирки каласа панӑ.

 Чӑваш Енре туризм та начар мар аталанать. Республикӑпа паллашас текенсен йышӗ 1,7 хут нумайрах. Хусанпа Шупашкар хулисен хушшинче шыв тӑрӑх маршрут уҫни Атӑлпа ҫӳрессине тӑватӑ хут ӳстернӗ.

Палӑртса хӑваратпӑр, регион правительстви Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2025—2030 ҫулсенчи Комплекслӑ программине туса хатӗрленӗ. Ӑна пурнӑҫлани малашне  республика вӑй-хӑватне аталантарма тата экономика кӑтартӑвӗсене ӳстерме май парӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *