Мартӑн 19-мӗшӗнче пӗтӗм республикӑри пекех пирӗн округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта ҫул-йӗр сечӗсене аталантарассин тата обществӑлла территорисене тирпей-илем кӗртессин юлашки 5 ҫулхи пӗтӗмлетӗвӗсем, кӑҫалхи мартӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ ҫӗр надзорӗн саккунӗнчи улшӑнусем пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех ҫурхи шыв-шур вӑхӑтӗнче шыв объекчӗсенчи асӑрханулӑх тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
Информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В.Степанов, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Чӑваш Енри муниципаллӑ тытӑмсен Совечӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ А.В.Кузнецов, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева хутшӑннӑ, асӑннӑ ыйтусемпе хӑйсен шухӑшӗсене палӑртнӑ.
Республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫул-йӗр тӑвас, юсас, пӑхса тӑрас енӗпе палӑрмаллах утӑмсем тунӑ. Ҫав тӗллевпе тӗрлӗ шайри бюджетсенчи 58 миллиард ытла укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ. Асӑннӑ тапхӑрта обществӑлла территорисене тирпей-илем кӗртсе ҫӗнӗ парксемпе скверсем, ача-пӑча вылямалли тата спорт площадкисем, кану вырӑнӗсем ӗҫе кӗртнӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ салтакӗсене асӑнса мемориал комплексӗсем хута янӑ.
Пирӗн тӑрӑхра ку енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан А.Г.Кузьмин паллаштарнӑ. Пирӗн округра 44,5 километр федераллӑ, 55,6 километр республика пӗлтерӗшлӗ тата 310,56 километр вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсем йышӑнаҫҫӗ. 2020—2024 ҫулсенче ялсем тулашӗнчи 52,873 километр, ялсенчи 21,113 километр ҫулсене юсанӑ. Ҫак тӗллевпе 157857,97 пин тенкӗпе усӑ курнӑ. Ялсем хушшинче ҫулсене хӗллехи вӑхӑтра пӑхса тӑрас енӗпе организацисемпе тата уйрӑм ҫынсемпе контрактсем тунӑ.
«Хӑтлӑ хула хӑтлӑхӗ» наци проекчӗпе Комсомольскинчи тӗп урама хӑтлӑх кӗртнӗ, ку ӗҫ кӑҫал малалла тӑсӑлмалла. 2026 ҫулта «Таныш» пасар ҫывӑхӗнчи лаптӑка хӑтлӑх кӗртессине халӑх сасӑлавне тӑратӗҫ. Кӑҫалхи апрелӗн 21 мӗшӗпе июнӗн 12-мӗшӗсенче иртекен пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлав вӑхӑтӗнче ҫынсем хӑйсен сассисене пама пултараҫҫӗ.
Кӑҫалхи мартӑн 1-мӗшӗнчен ҫӗрсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ саккун вӑя кӗнӗ. Унпа халӑха тӗплӗн паллаштармалла. Шел пулин те, хуҫи пур ҫинчех усӑ курман лаптӑксем те тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсен хуҫисен ҫӗр лаптӑкӗсене ҫӳп-ҫапран, кирлӗ мар япаласенчен, ҫумкурӑкран тасатмалла, тӗллевлӗ усӑ курма май паракан шая ҫитермелле.
Кӑҫал хӗл юрлӑ пулмарӗ. Апла пулин те округра ҫурхи шыв-шур кайнӑ вӑхӑтра инкерен сыхланас енӗпе комисси туса хунӑ. Вӗсем пӑр тапраниччен гидросооруженисене ҫитсе курса унти лару-тӑрупа паллашнӑ, кирлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Кӗҫех шкулсенче ҫурхи каникул пуҫланать. Аслисен ачасене ҫырмасемпе пӗвесен ҫывӑхӗнче тимлӗ пулмаллине асӑрхаттармалла.
Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑҫемӗн пушар хӑрушлӑхӗ ӳсет. Ҫавӑнпа та халӑхпа ӑнлантару ӗҫне вӑйлатмалла. Типӗ курӑка, ҫӳп-ҫапа ҫунтарма юраманни ҫинчен асӑрхаттармалла. Вӑрмансенче те вут чӗртме, вӗсен ҫывӑхӗнчи курӑка ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑснӑшӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Информаци кунӗнче асӑннӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухнӑ, кирлӗ мерӑсем йышӑнмаллине палӑртнӑ.
Ҫак кун халӑха та харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

