Мартӑн 17-мӗшӗнче Урмаел вӑтам шкулӗн никӗсӗ ҫинче «2025 ҫулхи чи лайӑх учитель» республикӑри конкурсӑн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртнӗ. Унта округри пултаруллӑ 5 вӗрентекен тупӑшнӑ.
Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи математикӑпа информатика вӗрентекенӗ Зиля Ильгизаровна Велиахметова, Урмаел вӑтам шкулӗнчи технологи предметне вӗрентекен Фанис Тимерзянович Иштяков, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи физикӑпа математика вӗрентекенӗ Гелине Решитовна Мухаметгалеева, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Татьяна Владимировна Соловьева, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Лариса Владимировна Хораськина конкурсра палӑртнӑ заданисене туллин пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Вӗрентекенсене ачасемпе калаҫса пӗр чӗлхе тупма пӗлнипе, вӗсене пӗлӳ тӗнчине туртӑнма май паракан меслетсемпе пӗлсе усӑ курнипе, вӗрентӳри инновацилле майсене ӗҫе кӗртнипе тата ытти енчен те хакланӑ.
Жюри муниципаллӑ конкурсра Лариса Хораськина ҫӗнтернӗ тесе палӑртнӑ, вӑл «Ҫулталӑк учителӗ — 2025» пулса тӑнӑ. З.И.Велиахметова тата Т.В.Соловьева педагогсем — конкурс призерӗсем. Лариса Владимировнӑна республикӑри конкурсра ӑнӑҫу сунатпӑр.
Алевтина МАРИЯН.

