Понедельник, 13 июля

Ҫулсем такӑр пулччӑр

Паянхи пурнӑҫра транспорт тӗп вырӑн йышӑнать. Унпа ӗҫе ҫӳретпӗр, тӗрлӗ хуласемпе ялсене ҫитетпӗр, тӗрлӗ таварсем илсе каятпӑр-килетпӗр… Ҫавӑнпа та автомобиль ҫулӗсен пахалӑхӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Раҫҫей Федерацийӗн, Чӑваш Республикин правительствисем вӗсене кирлӗ шайра тытса тӑрас енӗпе чылай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. 2019 ҫулта вӑя кӗртнӗ «Хӑрушсӑрлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗ те ҫак ыйтупа тимлет.

Пирӗн тӑрӑхра ҫанталӑк пӗр евӗр тӑмасть. Ҫакӑ ҫулсен чӑтӑмлӑхӗ ҫине те витӗм кӳрет. Ҫанталӑк условийӗсем, ҫул-йӗре кирлӗ пек пӑхса тӑманни вӗсем ванса пӗтсе водительсемшӗн те, пассажирсемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултараҫҫӗ.

Кӑҫалхи хӗллехи тапхӑрта республикӑри регион тата поселоксем хушшинчи ҫулсене пӑхса тӑнӑ ҫӗрте 62 техникӑпа усӑ курнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ хутӑш (комбинированный) ҫул-йӗр машини (КДМ),  18 погрузчик, 5 эксковатор. Хӗл кунӗсенче ҫулсем ҫине 625,31 тонна тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Кӑҫал ҫанталӑк юрпа питех савӑнтармарӗ, анчах та ҫулсем пӑрланнӑ тапхӑрсем чылай пулчӗҫ.

Республикӑра адреслӑ инвестици программипе  17 километр ҫулсем тумалла, юсамалла. Вӑл шутра Калинино — Патӑрьел — Елчӗк — Хырай Ӗнел автоҫул та кӗрет. Ҫавӑн пекех ҫывӑх вӑхӑтра юсамалли объектсен шутӗнче Элпуҫ ялӗнчи ҫул та пур.

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Комсомольскинче иртнӗ Правительство кунӗнче те ҫул-йӗр ыйтӑвӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйрӑрмалли ҫинчен палӑртнӑ. Иртнӗ ҫул  Калинино — Патӑрьел — Елчӗк ҫул ҫинчи Шурут-Нурус ялӗнче 1,55 километр автоҫула, Ҫӗрпӳ — Ульяновск — Хырай Ӗнел ҫул ҫинчи Кивӗ Сӗнтӗре каякан 4,7 километр автоҫула юсанӑ.

Республикӑра халӗ ҫулсенчи путӑк-шӑтӑксене юсас ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Олег Николаев,

Чӑваш РеспубликинПуҫлӑхӗ:

«Пилӗк ҫулта 62 километр ытла автомобиль ҫулӗ тунӑ тата тӗпрен ҫӗнетнӗ, 2 пин те 400 километр ҫула, 19 кӗпере юсанӑ, ялсенчи 85 километр ҫула ҫутӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫапла вара 2020—2024 ҫулсенче регионти нормативлӑ шая ҫитернӗ ҫулсене 44 процентран пуҫласа 50 процент таран ӳстернӗ».

(Чӑваш Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыруран).

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *