Ҫанталӑк ӑшӑтать – хӑрушлӑх ӳсет

Тавралӑх юртан тасалса пӗтнӗпе пӗрех. Ҫиеле тасамарлӑх, типӗ курӑксем, туратсемпе ҫулҫӑсем тухаҫҫӗ. Ҫанталӑк та ӑшӑтса пырать. Апла пулсан пушар енчен хӑрушлӑх тухса тӑма пултаракан тапхӑр пуҫланать.

Ҫак кунсенче 31-мӗш номерлӗ пушар чаҫӗн начальникӗ И.В.Ананьев тата 9-мӗш пушарпа ҫӑлав отрячӗн пушар сӳнтерекен службӑн смена начальникӗн ҫумӗ А.Н. Исаков  округри территорисенчи пушар сыхлавӗн 8 подразделенине ҫитсе курнӑ, унти лару-тӑрупа паллашнӑ.

«Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнчи ирӗклӗ пушар хуралӗн ГАЗ никӗсӗ ҫине вырнаҫтарнӑ 2 автоцистерна пур. Хуҫалӑх ертӳҫи А.С.Лукиянов вӗсем юсавлӑ пулнине палӑртнӑ. Кунти ӗҫченсем ялта е  кӳршӗ ялта вут-кӑвар сиксе тухсан ҫула тухма яланах хатӗр тӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул депора юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ. Техника ӑшӑ гаражра тӑрать, ҫакӑ кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑна ҫӑмӑллӑнах хускатма май парать. Вут-ҫулӑм сиксе тухсан пушар машинисене шыв тултарма май паракан вырӑнсене те йӗркене кӗртнӗ.

Пушар сӳнтерекен автомашинӑсем пулсан та халӑхӑн та вут-кӑварпа усӑ курнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнмалла.

Иван Ананьев. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *