Эпӗ – хӗрарӑм

Эпӗ – хӗрарӑм

«Эпӗ — хӗрарӑм» республикӑри конкурс пуҫланчӗ. Ӑна 2021 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта чылай хӗрарӑм хутшӑннӑ, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Кӑҫал конкурс номинацийӗсен шучӗ ӳснӗ. Халӗ вӗсем вунпиллӗк.

Конкурса пур сферӑри хӗрарӑмсем те ҫак номинацисемпе хутшӑнма пултараҫҫӗ%— Мы строим нашу экономику (промышленность, строительство, транспорт, суту-илӳ, йӑла пулӑшӑвӗсем парасси, банк ӗҫӗ);

— На страже закона (право йӗркине сыхласси тата ҫар служби);

— К знаниям без барьера (аслӑ, вӑтам тата професси паракан вӗрентӳ);

— Воспитание мое призвание (шкул ҫулӗчченхи тата хушма вӗрентӳ);

— Мы созданы, чтобы творить (культура);

— Мы молодежь 21 века! (ҫамрӑксен политики);

— Во имя жизни (сывлӑх сыхлавӗ);

— Вперед к здоровью» (физкультурӑпа спорт, социаллӑ пулӑшу);

— В интересах общества (журналистика, патшалӑх тата муниципаллӑ служба);

— Свое, чувашское, родное (ял хуҫалӑхӗ тата ҫутҫанталӑк);

— Моя семья — мое богатство (кил хуҫи хӗрарӑмӗсем, нумай ачаллӑ аннесем);

— Серебряный возраст гордость (пенсионерсем);

— Женщины бизнеса (предпринимательство, хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем);

— Родом из Чувашии (Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, халӗ урӑх регионсенче пурӑнакансем);

— Жди меня (ятарлӑ ҫар операцине тата ытти ҫар операцисене хутшӑнакансен ҫемйисенчи хӗрарӑмсем).

Конкурса хутшӑнас тесен заявка ҫырмалла тата видеоролик ӳкермелле. Вӑл икӗ минутран ытла пулмалла мар. Конкурса хутшӑнаканӑн видеоҫырав тӑршшӗпех (тӗп сӑнар вырӑнӗнче) кадрта пулмалла. Зявкӑсене апрелӗн 30-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Июнӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен йӑлана кӗнӗ йӗркепе «Чӑваш Республикин халӑх тӗрӗслевӗ» портал ҫинче конкурса хутшӑнаканшӑн сасӑлав иртӗ. Пӗтӗмлетӳсене июнӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен тӑваҫҫӗ.

Конкурсӑн кашни номинацири Гран-при жюри членӗсен сасӑлавӗ тӑрӑх паллӑ пулӗ. Пӗтӗм номинацири 1, 2 тата 3-мӗш вырӑнсене онлайн-сасӑлавра пухнӑ сасӑсен шучӗпе палӑртаҫҫӗ.

Муниципаллӑ округри хӗрарӑмсене «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурса хутшӑнма, хӑвӑр мӗн тери пултаруллӑ пулнине туйса илме йыхравлатпӑр. «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурс ҫинчен тӗплӗнрех Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен союзӗн (chwom.rchuv.ru) сайтӗнче пӗлме пулать.

Инна ЯДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *