Понедельник, 13 июля

Шурутра ҫуралнӑ летчик

Паянхи кун Шурут ялӗнче ҫуралса ӳснӗ тепӗр летчик ҫинчен пӗлме май килчӗ. Нумаях пулмасть ҫак ялти шкула районти таврапӗлӳҫӗсен пӗчӗк ушкӑнӗ кайса килни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Физкультура учительне Владимир Михайлович Гаврилова район хаҫачӗ урлӑ пысӑк тав сӑмахӗ каласшӑн. Вӑл тӑрӑшнипе районти паллӑ шӑпаллӑ 25 летчик ҫумне Харитон Николаевич Улжусева ҫырса списока малалла тӑсрӑмӑр. Вӑл 1914 ҫулта ҫуралнӑ. Архиври документсем Х.Н.Улжусев летчик пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.

1937 ҫулта Харитонӑн Хӗрлӗ Ҫара кайма ячӗ тухнӑ. Вӑл вӑхӑтра Шурут ялӗ Первомайски районне кӗнӗ. Чӑваш каччи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнченех тӑшманпа ҫапӑҫнӑ. Малтанхи вӑхӑтра ҫӑмӑл пулман пирӗн салтаксене фашистсене тӗп тума. Пирӗн ентеш 1-мӗш гварди кавалери корпусӗнчи 41-мӗш уйрӑм авиаци ҫыхӑну звенинче службӑра пулнӑ. 2-мӗш арминчи 1-мӗш сывлӑш ҫарӗнчи ҫӗрле бомбӑсем пӑрахакан 384-мӗш авиаци полкӗнче  тӑрса нимӗҫсене тӗп тунӑ.

Награда хутӗнче ҫырнӑ сӑмахсемпе паллашар-ха: «Улжусев лейтенант, 1-мӗш гварди кавалери корпусӗнчи звено адъютанчӗ, ҫав вӑхӑтрах экипажри штурман 127 хут сывлӑшри ҫапӑҫусенче пулнӑ, 250 сехет вӗҫевре ирттернӗ. Командованин пӗтӗм заданийӗсене лайӑх  пурнӑҫланӑ. Тӑшман зениткӑсенчен хӑрушла персе тӑнӑ вӑхӑтра кирлӗ ҫӗре ҫитсе тӑшмана сирпӗтнӗ, ҫунтарнӑ, унтан каялла аэродрома таврӑннӑ. Питӗ йывӑр ҫутҫанталӑк условийӗсенче темиҫе хутчен ӑнӑҫлӑ вӗҫевре пулса тӑшмана аркатнӑ. «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденне парса чыс тумалла».

Интендант службин майорӗ Х.Н. Улжусев 1946 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче службӑна вӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршыв ӑна «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ», «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗсем тата «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» медаль парса чысланӑ.

Павел Зайцев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *