Шурут ялӗнче ӗҫпе чапа тухнӑ ҫынсем питӗ нумай. Вӗсенчен пӗри — Александр Михайлович Белков.
1919 ҫулта Белковсен, Михаил Павловичпа Евдокия Даниловнӑн ҫемйинче Саша ятлӑ ывӑл ача ҫуралнӑ. Шурут ялӗнчи шкулта Александр 6 класс вӗреннӗ. Тутарстан Республикинчи Пасарлӑ Упи шкулӗнче 7-мӗш класс пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн хальхи Патӑрьел округне кӗрекен Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи шкулта пӗлӗвне ӳстернӗ. 1938 ҫулта ҫак шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Ялти учительсем ҫамрӑк каччӑн пуласлӑхӗ ӑслӑлӑхпа ҫыхӑнасса асӑрханӑ. Вӑл яланах нумай пӗлме тӑрӑшнӑ, учительсене ыйтусем парса кирлӗ хуравсем илнӗ, кӗнекесем вулама та питӗ юратнӑ.
«Вӗренмелле, вӗренмелле татах та вӗренмелле», — тесе каланӑ В.И.Ленин. Чӑваш каччи Мускаври Н.Э.Бауман ячӗпе хисепленекен патшалӑх техника университетне вӗренме кӗнӗ. Пӗрремӗш курс хыҫҫӑн Новосибирск хулинчи чукун ҫул транспорчӗн институтне куҫнӑ.
1941 ҫулта вӑрҫӑ пуҫланнӑ, тӑшман кашни кун пирӗн тӑван ҫӗршыва шалтан-шала кӗрсе пынӑ. Александр Михайловича Хӗрлӗ Ҫар ретне илнӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫамрӑк салтака Чкалов (Оренбург облаҫӗ) хулинчи авиаци училищине летчик пулма вӗренме янӑ. Лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухсан летчике Лӑпкӑ океан флотне яраҫҫӗ. Тинӗс авиацийӗн чаҫӗнче вӑл темиҫе хутчен те штурман пулса тӳпене вӗҫнӗ. Яппун вӑрҫине те хутшӑннӑ, ҫакна «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медаль ҫирӗплетет. «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Германие ҫӗнтернӗшӗн» медале те парса чысланӑ ӑна.
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӗҫленсен Александр Михайлович Белкин (ҫак хушаматпа ҫӳренӗ) наука ӗҫӗсем ҫине тимлӗх уйӑрать. 1954 ҫулта Ленинград хулинчи сывлӑш ҫар академине «пиллӗк» паллӑсемпе вӗренсе пӗтерет. 1954-1970 ҫулсенче СССР Оборона министерствин наукӑпа тӗпчев институтӗнче аслӑ наука специалисчӗ пулса вӑй хунӑ. 1970—2000 ҫулсенче Санкт-Петербург хулинчи А.Ф.Можайский ячӗпе хисепленекен гражданла авиаци Академийӗнче преподавательте тата ытти должноҫсенче ӗҫленӗ.
Техника наукисен кандидачӗ (1964 ҫ.), авиаци полковникӗ нумай вӗренӳ кӗнеки, тӗрлӗ пособисем ҫырса кӑларнӑ. Чӑваш Республикинче те гражданла авиаци валли кадрсем хатӗрлеме пулӑшнӑ.
Тӑван ҫӗршыв пирӗн ентеше «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденӗпе (26.11.1955 ҫ.), «Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ орденӗн II степенӗпе» (06.04.1985 ҫ.), «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» (15.11.1950 ҫ.). медальпе чысланӑ.
2001 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнче А.М.Белкин ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Ӑна Санкт-Петербург хулинче тирпейлесе пытарнӑ.
Павел Зайцев.

