Ташӑ ачасене хӑй тавра пуҫтарнӑ

Хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ, илемлӗ ташӑ кашнин чун-чӗрине тыткӑнлать. Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче иртнӗ «Сельский перепляс — 2025» хореографи конкурс-фестивальне курма килнисем ачасен сцена ҫинчи пултарулӑхне кӑмӑлтан пӑхса ларнӑ. Ку мероприятие Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗпе округри вӗрентӳ пайӗ пӗрле йӗркеленӗ. Ун тӗллевӗ хамӑр тӑрӑхри талантлӑ ачасене тупса палӑртасси, вӗсене малалла аталанма ҫул уҫса парасси, хавхалантарасси пулса тӑрать.

Ку конкурс-фестиваль ҫулсеренех хӑй тавра ытларах та ытларах пултаруллӑ ача-пӑчана пуҫтарать. Кӑҫал унта юрра-ташша юратакан 300 ытла ача хутшӑннӑ. Ача сачӗсенчи  — 4, шкулсенчи  — 12, культура ҫурчӗсенчи — 3 хореографи коллективӗсем тата Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем сцена ҫине тӗрлӗ номерсемпе тухнӑ. Кашни ушкӑн, кашни юрӑҫпа ташӑҫӑ ку конкурса тӗплӗн хатӗрленни курӑннӑ. Капӑр тумтирӗ, ҫепӗҫ юрри, хитре ташши пурин чӗрине те тыткӑнланӑ. Ҫавӑнпа та жюрин чи-чи пултаруллисене  палӑртма ҫӑмӑлах пулман. Кашниех хӑйсен  ӑсталӑхӗпе палӑрма тӑрӑшнӑ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 8-мӗш «к» класра вӗренекенсем «Память» бал ташшипе Гран-при ҫӗнсе илнӗ.

Тӗрлӗ ӳсӗмри конкурсантсем хушшинче Комсомольскинчи 6-мӗш «к» тата 7-мӗш «к» классенче вӗренекенсем «Фигурный вальс», «Рябинушка» ача садӗнчи «Ромашки» ансамбль «Хорошие девчата», «Лейсан» ача  садӗнчи «Идель» ушкӑн «Татарский танец», «Радуга» ача садӗнчи «Восходящие звезды» ушкӑн «Где березаньки шумят», Комсомольскинчи «Островок» ташӑ  ушкӑнӗ «Китайский танец», «Весенний танец», «На пригоренке», «Аварский танец» Аслӑ Чурачӑкри «Тевет ушкӑн» «Чувашский танец», Тукай Мишерӗнчи «Ритм» ушкӑн «Матушка — земля», Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи «Орлята» ушкӑн «До-ре-ми», Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнчи «Мирас» ансамбль «Шома бас», Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Росинка» ташӑ ушкӑнӗ «Подплясочка», «Матушка — земля», Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи «Энергичные» ушкӑн «Молодежная» программӑсемпе 1-мӗш степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ.

Уйрӑм ачасенчен Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнчи Самира Тукаева «Плясунья», Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи АК КАЛФАК (А.Гайнетдиновапа С.Минетуллина) «Аллария-лария», Мерьям Шарафутдинова «Шаян кыз», Александровка вӑтам шкулӗнчи Ева Вершкова «Я есть Чувашия», Шурут вӑтам шкулӗнчи Полина Симакова «Возвращайтесь» программӑсемпе пӗрремӗш вырӑнсем йышӑннӑ.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 5-мӗш «к» класс ушкӑнӗ «Фигурный танец», «Рябинушка» ача садӗнчи «Веселые ложкари» ушкӑн «Эх, заиграли ложки», «Колосок» ача садӗнчи «Колоски» ушкӑн «Калинка», «Радуга» ача садӗнчи «Полянка» ушкӑн «Конфетки», Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнчи «Дуслык» ушкӑн «Татарский танец», «Йолдызлык» ушкӑн «Кызлар биюе», Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Первые» ушкӑн «Сделано в России», Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи  «Девчата» ушкӑн «Воздушный экипаж»,  Асанкаси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ташӑ ушкӑнӗ, Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи «Росинка» ушкӑн «Эстрадный танец», Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнчи Лейсан Зайнуллова «Мамин подарок», Екатерина Копташкина «Спортивный» 2-мӗш степеньлӗ лауреат ята тивӗҫнӗ.

«Радуга» ача садӗнчи «Звездочка» ушкӑн  «Свидание», «Танец бабушек и мам», Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи «Радуга» ушкӑн «По малину в сад пойдем», «Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи «Кызлар-йолдызлар» ушкӑн «Матрешки», «Третий а» «До-ре-ми», «Лучики» ушкӑн «Матушка — земля», Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «Илем» ушкӑн «Пирӗн ҫӗршывра», Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи «Туслӑх» ушкӑн «Чӑваш ташши», «Илем» ушкӑн «Школа —  это дневники», Арина Карасева «Цыганочка», Урмаел вӑтам шкулӗнчи  «Фантазия» ушкӑн «Народный танец», Хирти Мӑнтӑр культура ҫуртӗнчи «Ассорти» ушкӑн «Катюша», Тукай Мишер ял клубӗнчи «Дуслык» ушкӑн «Встреча друзей» программӑсемпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ.

Фестиваль-конкурсра ҫак кун чӑваш, тутар, вырӑс тата ытти халӑхсен, эстрада, бал ташшисем пулнӑ. Вӗсене лартма хореографи пӗлӗвӗ илнӗ специалистсемпе пӗрлех воспитательсемпе вӗрентекенсем те хутшӑннӑ.

Наталья  КАЛАШНИКОВА.

Сӑн ӳкерчӗксем: Комсомольски МО сайтӗнчен.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *