Понедельник, 20 июля

Пӗр-пӗрин ӗҫӗсемпе паллашни кирлех

Мартӑн 13-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче округри шкулсенче чӑваш чӗлхине тата литературине вӗрентекенсен фестивалӗ иртрӗ. Унта вӗсем ачасене тӑван чӗлхе илемлӗхне туйма, литературӑна юратма пулӑшас енӗпе усӑ куракан меслетсемпе мелсем ҫинчен калаҫрӗҫ, уҫӑ уроксем ирттерчӗҫ, ӑсталӑх лаҫҫисем йӗркелерӗҫ. Ҫавӑн пекех педагогсем хӑйсем ӑсталанӑ  ӗҫӗсене те кӑтартрӗҫ.

Уроксене вӗрентекенсем пысӑк ӑсталӑхпа ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи Г.В.Тимофеева «Ҫӑкӑр урокӗнче» ачасене кашни кун алла тытакан ҫак ҫимӗҫ пӗлтерӗшӗ ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи В.Н.Арсентьева хӑйӗн урокне «Виҫӗ кӗтеслӗ ҫырусем» тесе ят панӑ та, унта ытларах Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑран салтаксем янӑ ҫырусем пирки сӑмах пулчӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи Т.Ю.Ермолаева та «Ҫӗнтерӳ ҫулӗпе» урокӗнче ачасемпе патриотизм, Тӑван ҫӗршыва юратассин тематикине хускатрӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи С.А.Жуковӑпа В.Г.Гордеев «Ылханлӑ вӑрҫӑ» ят панӑ урокра ачасене совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗ, вӑрҫӑ хӑрушлӑхӗ пирки шухӑшлама майсем туса пачӗҫ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи Н.И.Плеткинапа Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗнчи  Л.Н.Владимирова йӗркеленӗ «Асамлӑ уй» урок та интереслӗ иртрӗ. Асанкасси вӑтам шкулӗнчи Г.Н.Чумакова вӗрентекен вара «Йӗрӗх» ӑсталӑх лаҫҫи йӗркелерӗ. Ачасемпе пӗрле сыхлав пуканийӗ тума вӗренчӗҫ. Ку пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Вӗрентекенсем ҫакна хӑйсен шкулӗсенче те тума пултарӗҫ.

Ҫакӑн пек фествальсем вӗрентекенсене пӗрлештереҫҫӗ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшаҫҫӗ.  Ку мероприятире те вӗсем ҫӗннине, хӑйсен кулленхи ӗҫӗнче усӑ курмаллине нумай пӗлчӗҫ.

Фестиваль ӗҫлӗ лару-тӑрура, пуриншӗн те усӑллӑ иртрӗ. Чӑваш чӗлхи тӑван чӗлхе пулнине уроксенче ҫеҫ мар, кулленхи пурнӑҫра та манса каяс марччӗ. Хамӑрӑн анне чӗлхипе мухтанасчӗ, хӑпартланасчӗ.

Надежда Кашина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *