Понедельник, 20 июля

Пурнӑҫне ӗҫре ирттернӗ

Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнакан Раиса Ивановна Петрован ачалӑхӗ, пурнӑҫӗ ялта ҫуралса ӳснӗ, унта ӗмӗрӗпе пурӑннӑ ҫӗршер хӗрарӑмӑнни евӗрлех иртнӗ теме те пулать пулӗ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, колхозра ӗҫленӗ, кил-ҫурта тирпейленӗ, анкартинче тӑрӑшнӑ, мӑшӑрланса ача-пӑча пӑхса ҫитӗнтернӗ. Анчах та Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗнхи, вӑхӑтӗнчи, хыҫҫӑнхи кӑткӑс та йывӑр саманара ӳссе хӗр пулнӑскерӗн йывӑрлӑхсене нумай чӑтса ирттерме тивнӗ. Вӗсене парӑнтарса пырса 9 теҫеткене ҫитме пултарнӑ. 

 Раиса Ивановна Хирти Шӑхасан хӗрӗ пулнӑ. Ачалӑхӗ вӑрҫӑн кӑткӑс ҫулӗсене лекнӗ. Ашшӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта тухса кайнӑ, нумаях та вӑхӑт иртмен, вӑл хыпарсӑр ҫухални ҫинчен хут килнӗ. Ялти ачасемпе пӗрлех хӗр уй-хирте ӗҫленӗ, ӳсерехпе фермӑра тӑрӑшнӑ.

Аслӑ Ҫӗрпӳел ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ вара пӗтӗмпех выльӑх- чӗрлӗх отраслӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ ҫулсенче «Красный Октябрь» колхоз сӗт суса илес енӗпе районта ҫеҫ мар, республикӑра та малтисен ретӗнче пулнӑ. Раиса Петрова пӗрре мар районта малта пыракан дояркӑсен йышне кӗнӗ. Ҫакӑ вӑл хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа туса пынипе, унӑн тӑрӑшулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Ферма ӗҫӗ ҫӑмӑл мар пулсан та, вӑл пуҫ усман. Пур ӗҫе те алӑ вӑйӗпе пурнӑҫланӑ: тислӗкне те хӑйсемех тасатнӑ, апатне те панӑ, алӑпа сунӑ, сӗт флягине  те хӑйсемех йӑтнӑ. Хастар ӗҫшӗн ӑна колхоз правленийӗ нумай хутчен Хисеп грамотисемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ. Район шайӗнче панӑ наградӑсем те чылай унӑн. Раиса  Ивановнӑна «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» тата ытти паллӑсемпе чысланӑ. Вӑл —  ӗҫ ветеранӗ. Мӑшӑрӗпе 3 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ,                                вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса  пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Халӗ ӑна 5 мӑнукӗ савӑнтарать.

Ҫулне пӑхмасӑрах Раиса Ивановна хӑйне ҫирӗп тытать. Малашне те унӑн сывлӑхӗ пултӑр, вӑй-халӗ ан чактӑр. Пурнӑҫ илемӗпе киленсе нумай ҫул пурӑнмалла пултӑр.

Юрий Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *