Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫ хунӑ, Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ Геннадий Павлов ячӗпе ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен республикӑри ӑмӑртӑвне ирттересси кунта йӑлана кӗнӗ. Унта хутшӑнакансен йышӗ ҫулсеренех ӳссе пырать.
Ӑмӑртӑва килнисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Кӗтне» ФСК директорӗн ӗҫӗсене тӑвакан В.Х.Денисов, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Р.Р.Феткуллин, Кутузов орденлӗ, Хӗрлӗ ялавлӑ ятарлӑ тӗллевсене пурнӑҫлакан 604-мӗш «Витязь» центрӑн прапорщикӗ А.А.Кагарманов, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе СССР спорт мастерӗ, тутарла-пушкӑртла кӗрешес енӗпе РСФСР чемпионӗ Ю.А.Моисеев, Геннадий Павловӑн амӑшӗ В.Г.Павлова, мӑшӑрӗ А.Н.Павлова тата ытти хӑнасем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ.
«Паян эпир кунта ӑмӑрту ирттерме ҫеҫ мар, чӑн-чӑн паттӑра, Геннадий Павлова асра тытнине палӑртма та пуҫтарӑнтӑмӑр», — тенӗ хӑй сӑмахӗнче Николай Никандрович.
Республикӑри хуласемпе округсенчен килсе ҫитнӗ кӗрешӳҫӗсем кавир ҫинче хӑйсен ӑсталӑхне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Кашниех хӑйӗн тантӑшне хул калакӗсем ҫине вырттарса ҫӗнтерӳҫӗ ята ҫӗнсе илме ӑнтӑлнӑ. Чи ҫивӗччисем, ӑстараххисем, вӑйлӑраххисем чемпион ята ҫӗнсе илнӗ, призерсен йышне кӗнӗ.
2013—2014 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсенчен 29 килограмм таранхи виҫере 1-мӗш вырӑна Элина Егорова, 2-мӗшне Мария Винник, 3-мӗшне Лиза Мухановӑпа Изабелла Суюкова ҫӗнсе илнӗ. Юлиана Петрова, Настя Веговская, Мария Абрамовӑпа Дарья Андреева 32 килограмм таранхи виҫере малти виҫӗ вырӑна йышӑннӑ. 35 килограмм таранхи виҫере 1—3 вырӑнсене Татьяна Уткина, Ульяна Савкина, Анна Кирилловӑпа Лилиана Лихачева, 44 килограмм таранхи виҫере Варвара Сергеева, Аделина Шарафетдинова, Лиана Даниловӑпа Настя Петрова пайланӑ.
2011—2013 ҫулта ҫуралнисенчен хӑйсен виҫе категорийӗсенче Арсений Арсентьев, Семен Федотов, Ильяс Чебенов, Мамед Надиров, Илья Васильев, Егор Рахманнов, Савелий Петров, Артем Шерстнев, Адель Фазуллин, Игорь Краснов, Дмитрий Петрухинпа Максим Николаев, Павел Каймаков, Дмитрий Чумаков, Максим Матвеевпа Егор Михайлов палӑрнӑ.
2008—2010 ҫулхи ҫамрӑксем 55, 60, 65, 71 килограмм виҫе категорийӗсенче вӑй виҫнӗ. Вӗсенче малти вырӑнсене Анатолий Григорьев, Сергей Иванов, Богдан Ширтановпа Альберт Шарафетдинов, Сергей Якимов, Матвей Леонтьев, Савелий Кошкинпа Глеб Чернов, Вадим Комаров, Рустам Филин, Никита Захаровпа Никита Сергеев, Денис Майков, Николай Иванов, Константин Заволжскийпе Артем Анисимов, Абдурахин Худойдодов, Кирилл Сорокин, Егор Сергеевпа Роман Захарычев ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе Дипломсемпе наградӑланӑ, парнесемпе чысланӑ.
Турнира ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерме Р.М.Хайртдинов, В.С.Агамирян, И.Р. Зарифзянов уйрӑм предпринимательсем, Комсомольски районӗн Хисеплӗ гражданинӗ Г.В.Шурбин, «Асаново» ЯХПК председателӗ А.Н.Бахтеров, «Искра» ЯХПК председателӗ А.Н.Зайцев, А.С.Лукиянов, А.Х.Шакиров, Р.Р.Айсын фермерсем, Хӗрлӗ Ялавлӑ ятарлӑ тӗллевсене пурнӑҫлакан «Витязь» центр, Геннадий Павлов паттӑрӑн ҫывӑх ҫыннисем пысӑк тӳпе хывнӑ.
Гелия ГИНАТУЛЛИНА.
Сӑн ӳкерчӗкӗсем авторӑн.

