Нумаях пулмасть Улатӑр округӗнче регионсем хушшинчи «Голос эрзи—2025» пултаруллӑх конкурсӗ иртрӗ. Конкурса республикӑри тата кӳршӗ регионсенчи 250 ытла ача хутшӑнчӗ. Ҫак йышра Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем те пулчӗҫ. Пултаруллӑ ачасем конкурсра хӑйсен лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартма пултарчӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ номинацисенче ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫрӗҫ.
«Песни в солдатской шинели» номинацире 1-мӗш «в» класс вӗренекен Аглия Диарова, 3 «а» класра вӗренекен Сабина Семенова, 5 «а» класра пӗлӳ пухакан Софья Петрова, 8 «а» класра вӗренекен Вика Токмакова 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. «Окрыленные словом» номинацире 6-мӗш класра вӗренекен Анастасия Гордеева сертификат илме тивӗҫлӗ пулчӗ. Ачасем конкурсран Дипломсемпе тата парнесемпе таврӑнчӗҫ.
Евгений Федотов,
музыка учителӗ.
Сӑнӳкерчӗкӗ авторӑн.

