«Время СВОих» программӑна заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсем тӗлӗшпе «ҫул-йӗр картти» мӗнле пурнӑҫланни пирки Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхне Олег Николаева Обществӑлла канаш ларӑвӗнче  пӗлтернӗ.

 «Время СВОих» регионти программӑна заявкӑсем мартӑн 25-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне 276 ҫынран заявка пур. Вӗсенчен 55-шӗ — СВО ветеранӗ, 21-шӗ — Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ.   Кандидатсем республикӑра ҫеҫ пурӑнмаҫҫӗ, ытти  регионти  паттӑрсем те унта  хутшӑнас тӗллевлӗ.

Аса илтеретпӗр, 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнипе  СВО участникӗсем валли управлени кадрӗсем хатӗрлемелли «Время Героев» программа хута кайнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫавӑн евӗр программӑна кӑҫал республикӑра ӗҫе кӗртме хушнӑ.

Йӗркелӳ комитечӗн председателӗ, ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн  пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Степанов  паянхи куна программа тӗлӗшпе  тӗп тӗллевсене  пурнӑҫланине пӗлтернӗ:  ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗпе «Россия — страна возможностей» АНО малашне ӗҫлеме килӗшӳ ҫырнӑ,    «Время СВОих» программа сайчӗ тата «122» хӗрӳ лини  ӗҫлет. 

Олег Николаев,

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

«Время СВОих» программӑна 15 регионти участниксем заявкӑсем тӑратнӑ, ҫав йышра ҫӗнӗ территорисенчен те. Апла пулсассӑн, унпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Федераци программипе килӗшӳллӗн пирӗн  участниксене суйласа илмелли  ятарлӑ методикӑсем, вӗсене хакламалли мелсем пур. Халӗ майӗпен пӗтӗмлетме вӑхӑт: заявкӑсен кампанине вӗҫлемелле,  хакламалла, участниксене палӑртмалла. Малалла эпир, Правительство членӗсем, муниципаллӑ пӗрлешӳсен пуҫлӑхӗсем, вӗренӳсем йӗркелӗпӗр,  программӑна хутшӑнакансене пӗтӗмпех пулӑшса пырӑпӑр. Пирӗн пысӑк ӗҫ пурнӑҫлама тивет, ҫавӑнпа та пӗрремӗш космонавт сӑмахӗпе «Кайрӑмӑр!» тесе калатӑп».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *