
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкне халалласа районти тӗп библиотекӑра литературӑпа музыка сехечӗ ирттернӗ. Ӑна композитор, педагог, «Пилеш» ансамбль ертӳҫи Михаил Бархонов пуҫарнипе йӗркеленӗ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче Валентина Боровкова библиотекарь Михаил Владимировичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе кӗскен паллаштарнӑ. Вӑл Тӑманлӑ Выҫли ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ те, ашшӗ те юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе туслӑ пулни М.Бархоновӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫине витӗм кӳнех. Вӑл 40 ҫул ытла шкулта музыка вӗрентет, ачасене юрӑ-кӗвӗпе туслашма пулӑшать.
Ҫак кун библиотекӑна куракансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнса пуҫӗсене хунӑ ентешсен амӑшӗсене те унта йыхравланӑ. «Пилеш» ансамбле ҫӳрекенсем Тӑван ҫӗршыв, Раҫҫей, унӑн паттӑрӗсем ҫинчен сӑвӑсем каланӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ. Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫӗсене хунӑ ентешсене асӑнса пуҫтарӑннисем пӗр минут шӑп тӑнӑ. «Журавли» юрра пурте пӗрле шӑрантарнӑ. 7-мӗш класс вӗренекенӗ Эмма Столярова юрланӑ «Отмените войну» юрӑ куракансене куҫҫульлентернӗ. Дарина Павловӑпа Людмила Белкова та пултарулӑхӗпе чун-чӗресене тыткӑнланӑ.
Михаил Бархонов Мария Каҫалсем, Алексей Зайцев тата ытти поэтсем ҫырнӑ сӑвӑсене юрра хывнӑ. Вӗсем те ҫак кун чуна пырса тивмелле янӑранӑ. Михаил Владимирович кӗвӗсем мӗнле ҫурални ҫинчен каласа панӑ, куракансен ыйтӑвӗсем ҫине те хуравланӑ.
Централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова Михаил Бархонова тата «Пилеш» ансамбле Тав хучӗсемпе чысланӑ, малашне те творчествӑра ӳсӗмсем тума суннӑ.