Суббота, 8 февраля

Хастар бригадир пулнӑ, ӗҫри ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ

Хастар бригадир пулнӑ, ӗҫри ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем ҫитиччен «Красный Октябрь» колхоз ял хуҫалӑхӗн производство кӑтартӑвӗсемпе районта ҫеҫ мар, республикӑра та палӑрса тӑнӑ. Ҫитӗнӳсене вара хуҫалӑхра ӗҫлекенсем тунӑ. Ҫавӑн пек ҫынсенчен пӗри Лев Яковлевич Чернов тесе ҫирӗплетсех калама пулать.

1965 ҫулта  шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Йӑвашкел каччи Казахстан тӑрӑхне тухса каять. Унти СПТУра  тракторист-машинист специальноҫне алла илет. Тӑван  тӑрӑха таврӑнсан пӗр вӑхӑт Патӑрьелӗнчи «Сельхозтехника» пӗрлешӳре механизатор пулса ӗҫлет. 1969 ҫулта ӑна тӑван ялти «Красный Октябрь» колхозра трактор шанса параҫҫӗ. Совет ҫарне кайиччен Лев унпа ӗҫлет.

 Ҫарта чӑваш каччи хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартать. 1970 ҫулта ӑна В.И.Ленин 100 ҫул тултарнӑ ятпа «Ҫарти хастарлӑхшӑн» медальпе чыслаҫҫӗ. Салтакран таврӑнсан колхозра трактористра ӗҫлет. Уй-хирте тӗрлӗ ӗҫсем пурнӑҫлать: акать, сухалать, сӳрелет… Пӗр сӑмахпа каласан, хӑйне техникӑна лайӑх пӗлекен, ҫӗр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене аван ӑнланакан механизатор пек кӑтартса парать. Шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа тунипе, трактора яланах юсавлӑ тытнипе, производствӑра пысӑк кӑтартусем тунипе палӑрса тӑрать. Ахальтен мар ӗнтӗ ӑна «Социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи» паллӑпа наградӑланӑ.

Пултарулӑхне кура колхозниксем Л.Чернова 1976 ҫулта хуҫалӑхӑн 1-мӗш комплекслӑ бригадине ертсе пыма шанаҫҫӗ. Лев Яковлевич вӗсен шанӑҫне чӑннипех те тӳрре кӑларать. 1989 ҫулччен бригадӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пырать. ,ҫре малта пыракан технологипе усӑ курать, ҫулсеренех ҫӗр ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме тӑрӑшать. Хӑй те вӗренет, пӗрле ӗҫлекенсене те сӗнӳсемпе канашсем парать, ытти ҫӗрте усӑ куракан паха опытпа паллаштарать. Ҫитӗнӳсем нумай кӗттермеҫҫӗ. Унӑн бригади ҫулсеренех уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илме пуҫлать. «Красный Октябрь» колхозӑн 1-мӗш бригади 1977, 1982, 1983, 1987, 1988 ҫулсенче ӳсен-тӑран отраслӗнче лайӑх кӑтартусем туса районти ӑмӑртура ҫӗнтерет, «Пӗчӗк ылтӑн пучах» приза тивӗҫет. Кун пек ҫитӗнӳсем тунӑ бригадӑсем районта нумаях мар.

Ял хуҫалӑхӗнчи хастар ӗҫшӗн Лев Яковлевич нумай наградӑсене тивӗҫнӗ. Вӗсене пурне те асӑнса та пӗтереймӗн. Акӑ, 1982 ҫулта вӑл пысӑк кӑтартусемшӗн ВДНХан кӗмӗл медальне тивӗҫнӗ, ЧАССР ял хуҫалӑх министерстви тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюз обкомӗ ӑна «Пысӑк тухӑҫ мастерӗ» ят панӑ. Бригадӑна тата Л.Я.Чернов бригадира районӑн Хисеп кӗнекине те кӗртнӗ.

Лев Яковлевича агротехника ыйтӑвӗсемсӗр пуҫне эрозипе кӗрешес енӗпе колхозра пурнӑҫламалли ӗҫсем те пӑшӑрхантарнӑ. Ишӗлсе, сарӑлса пыракан ҫырма-ҫатрасем ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсем патне ҫывхарнине хирӗҫ тӑма тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттернӗ. Ку тӗлӗшпе ҫине тӑрса тӑрӑшнӑшӑн 1982 ҫулта ЧАССР Верховнӑй Совет Президиумӗ Л.Чернова Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Бригада ҫулран-ҫул пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсен, тымарҫимӗҫӗн, выльӑх апачлӗх культурӑсен тухӑҫне ӳстерсех пынӑ.  1987 ҫулта Лев Яковлевича «Професси енчен чи лайӑххи» диплом парса чысланӑ. 1989 ҫулта вара ӑна «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» диплом парса районӑн Хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ.

«Тӑрӑшнӑ ӗнтӗ. Механизаторсенчен те ҫирӗп ыйтнӑ. Тухӑҫ илесси ҫӗрпе пахалӑхлӑ ӗҫленинчен нумай килнине ӑнлантарнӑ. Шел, 90-мӗш ҫулсенче хуҫалӑх  икӗ пая пайланчӗ, юхӑнса кайрӗ. Ҫакӑ пӑшӑрхантарать», — тет Лев Яковлевич.

1989 ҫулта Л.Чернова Аслӑ Ҫӗрпӳел культура ҫурчӗн директорӗ пулма шанаҫҫӗ. Ку ӗҫ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑнман пулсан та, шаннӑ ӗҫе чун-чӗре хушнипе пурнӑҫлама хӑнӑхнӑскер, хастарлӑхпа пуҫӑнать. 2012 ҫулччен унта ӗҫлесе халӑха пушӑ вӑхӑтра усӑллӑ канма пур условисем те туса парас тесе тӑрӑшать. Культура ҫуртӗнче тӑтӑшах концертсем иртеҫҫӗ, пысӑк уявсене паллӑ тӑваҫҫӗ. Районта пулса иртекен мероприятисене те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пултаруллӑ пулнӑшӑн Л.Чернова ку ӗҫре те чылай награда панӑ.

Лев Яковлевич ял хуҫалӑхӗнче, культурӑра ӗҫленӗ вӑхӑтрах  ялти, районти обществӑлла ӗҫсене те хастар хутшӑннӑ. Ӑна пӗрре мар ял Совет депутатне суйланӑ, вӑл унти яланхи комисси ӗҫӗсене  хутшӑннӑ,  ӗҫтӑвком членӗ пулнӑ.

Мӑшӑрӗпе икӗ ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.

Л.Чернова иртнӗ ҫул Комсомольски районне туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа юбилей медалӗпе чысланӑ. Вӑл ӑна чӑннипех те тивӗҫлӗ. Кӑҫал вара хӑй ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *