
Январӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кипеҫ культура ҫуртӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешпе тӗлпулу ирттернӗ.
Салтак ачасене ҫарти пурнӑҫ ҫинчен каласа панӑ, Тӑван ҫӗршыва юратмаллине, пурин те халӑх умӗнчи ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫламаллине палӑртнӑ. Аякри ҫӗрте тӑванӗсенчен е пач палламан ачасенчен ҫыру илсен салтаксем питӗ савӑнни, тӑван кил ӑшшине туйса илни ҫинчен каланӑ, малашне те СВОна хутшӑнакансем патне ӑшӑ ҫырусем ҫырма ыйтнӑ. Ачасем те, ҫитӗннисем те ҫар ҫыннин сӑмахӗсене питӗ тимлӗн итленӗ, ыйтусем парса кӑсӑклантаракан самантсене уҫӑмлатнӑ.
Тӗлпулура вӗсем паттӑрсем пирӗн хушӑрах пулнине, хӑюлӑхпа хастарлӑх, патриотлӑх паянхи кун питӗ пӗлтерӗшлине курса ӗненнӗ. Вӗсем хӑюллӑ ентеше тӑшмана часрах ҫӗнтерсе ыррӑн-сыввӑн киле таврӑнма суннӑ.