
Куҫса ҫӳрекен маммографсем республикӑри 7200 яхӑн хӗрарӑма тӗрӗсленӗ.
Хӗрарӑмсене аптратакан усал шыҫӑсенчен чи анлӑ сарӑлни — сӗт парӗн ракӗ. Ҫулсеренех ҫак чирӗн 500-е яхӑн тӗслӗхне палӑртаҫҫӗ. Чире малтанхи тапхӑртах асӑрхани ӑна сиплессине чылай ҫӑмӑллатать. Хальхи маммографсем чире хӑвӑрт тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ. Тӗрӗслеве 40 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем икӗ ҫулта пӗр хутчен тухма пултараҫҫӗ. Унта вырӑнти фельдшер, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ, участок службин специалисчӗсем урлӑ ҫырӑнма пулать.
2024 ҫулта Республикӑн онкологи диспансерӗн куҫса ҫӳрекен маммографӗсем 221 вырӑна ҫитсе тӗрӗслев ирттернӗ. Пӗтӗмпе 11 округри 7198 хӗрарӑма пӑхнӑ, 26 хӗрарӑмӑнне усал шыҫӑ тупса палӑртнӑ.