ЧР Патшалӑх Канашӗнче пирӗн ентешӗн, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн Василий Васильевӑн выставки уҫӑлнӑ.
Унта автор тӗрлӗ ҫулсенче ӳкернӗ картинӑсемпе паллашма пулать. Вӗсенчен чылайӑшӗнче ӳнерҫӗ Чӑваш Енри тата Комсомольски округӗнчи тӗрлӗ вырӑнсене сӑнланӑ, ҫутҫанталӑкӑн илемне кӑтартса панӑ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов Василий Софронович чӑваш культурине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнине палӑртса ӑна Тав хучӗпе чысланӑ, пултарулӑхра малашне те ӳсӗмсем тума суннӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).