
50 ҫул пӗр-пӗрне юратса, хисеплесе, ӑнланса, килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ пирӗн ытарайми ҫыннӑмӑрсем — Комсомольски ялӗнче пурӑнакан Зинаида Михайловнӑпа Петр Исаевич Герасимовсем. Вӗсем 1975 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗнче туй туса мӑшӑрланнӑ.
Петр Исаевич 1951 ҫулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫичӗ ҫул тултарсан ҫак ялти шкула кайнӑ. Ҫамрӑклах ашшӗсӗр тӑрса юлнипе мӗн пӗчӗкрен ӗҫе кӳлӗнме тивнӗ, амӑшне, Ольга Сергеевнӑна, пӗчӗк шӑллӗпе йӑмӑкӗсене ура ҫине тӑратма пулӑшнӑ, Казахстанра тракториста вӗреннӗ. 18 ҫул тултарсан икӗ ҫул хӗсметре тӑнӑ. Ҫартан таврӑнсан районти тӗрлӗ организацисенче водительте тӑрӑшнӑ. Ӗҫ ветеранӗ сумлӑ ята тивӗҫнӗскерӗн Хисеп хучӗсен шучӗ те ҫук.
Зинаида Михайловна вара 1952 ҫулхи декабрӗн 28-мӗшӗнче Хирти Выҫли ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Шкулта 10 класс пӗтерсен ялти фермӑра дояркӑра ӗҫленӗ, каярах Комсомольскинчи строительство организацийӗнче штукатур-малярта вӑй хунӑ. Ҫавӑнта ӗҫленӗ чухне паллашнӑ та ҫамрӑксем. Нумай та вӑхӑт иртмен, ҫемьеленсе Аслӑ Чурачӑк ялӗнче килӗштерсе пурӑнма пуҫланӑ, 1980 ҫулта ӗҫ вырӑнӗ патне ҫывӑхарах куҫса килнӗ. Пурӑна-киле Герасимовсем ҫурт лартма та вӑй ҫитернӗ. Зинаида Михайловна штукатур-малярта вунӑ ҫул тӑрӑшсан районти тӗп больницӑра ача-пӑча уйрӑмӗнче хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен сестрара вӑй хума пикеннӗ, уйрӑмра тирпейлӗх хуҫалантӑр, ҫирӗп йӗрке пултӑр тесе тимленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ хыҫҫӑн та тата икӗ ҫул юратнӑ ӗҫне кунсерен васканӑ вӑл. Кӑтартуллӑ ӗҫшӗн ӑна Тав хучӗсемпе наградӑланӑ, ӗҫ ветеранӗ ятпа хисепленӗ.
Герасимовсем виҫӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ, кил-ҫурт ҫавӑрма пулӑшнӑ. Оксана ҫемйипе Кӗҫӗн Каҫалта тӗпленнӗ, вӗсем мӑшӑрӗпе 5 ача ӳстереҫҫӗ. Татьянӑн ҫемйи — Александровка ялӗнче, вӗсен 3 ача. Ольга хӗрӗ ҫемйипе Комсомольски ялӗнче пурӑнать, вӗсен 3 ывӑл. Сӑмах май, аслӑ хӗрӗ те шӑпах январӗн 21-мӗшӗнче ҫемье чӑмӑртанӑ, вӗсем мӑшӑрӗпе 30 ҫул килӗштерсе, пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ. Козинсен ҫемйине ӑшшӑн, кӑмӑлтан саламлатпӑр.
Петр Исаевичпа Зинаида Михайловна 11 мӑнуксӑр пуҫне 2 кӗҫӗн мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗрре те ахаль лармаҫҫӗ. Кил-ҫуртра картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх, хур-кӑвакал усраҫҫӗ.
Пире аттепе анне яланах ҫынпа ырӑ кӑмӑллӑ та тараватлӑ, ӗҫре маттур та хастар, вашават пулма вӗрентнӗ.
Герасимовсем пӗр-пӗрне шанса, ӑнланса, кирлӗ чух каҫарса пурӑнма пӗлеҫҫӗ, килти ҫӳп-ҫапа урама илсе тухмаҫҫӗ, урамри сӑмах-юмаха киле илсе кӗмеҫҫӗ. Ҫакӑнта пулӗ вӗсен ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ. Ҫамрӑксемшӗн Герасимовсен ҫемйи тӗслӗх вырӑнӗнче. Кил-ҫуртра юратупа килӗшӳ валли ҫеҫ вырӑн пур.
АЧИСЕМ.