Суббота, 8 февраля

Вӑрҫӑ паттӑрӗсем, тыл ӗҫченӗсем пирки каласа парар

Вӑрҫӑ паттӑрӗсем, тыл ӗҫченӗсем пирки каласа парар

Хаҫатӑн иртнӗ номерӗсенче пирӗн районта ҫуралса ӳснӗ, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ К.Антонов, Г.Габайдуллин, И.Кабалин, Г.Чернов паттӑрсем пирки каласа панӑччӗ. Халӗ сӑмах Ф.Н.Чернов пирки пулӗ.

Федор Николаевич Чернов

Вӑл 1918 ҫулхи июнӗн 26-мӗшӗнче Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Федор Николаевич ҫарпа пехота училищине вӗренсе пӗтернӗ. Ӑна лейтенант званийӗ панӑ. 1942 ҫулта вӑрҫа кӗнӗ. 117-мӗш дивизин 240-мӗш стрелковӑй полкӗн  танксене хирӗҫ тӑракан ротӑри взвод командирӗ пулса ҫапӑҫнӑ.

1944 ҫулхи июлӗн 29—30-мӗшӗсенче ҫӗрле тӑшман артиллерийӗ, миномечӗсем, пулемечӗ- сем пӗр чарӑнми персе тӑнине пӑхмасӑр Ф.Чернов взвочӗ чи малтисен шутӗнче Висла юханшывӗ урлӑ ишсе каҫнӑ, тӳрех ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Нимӗҫ фашисчӗсем пӗр талӑк хушшинче 8 хутчен взвод ҫине тапӑннӑ. Ф.Чернов танксене хирӗҫ кӗрешмелли пӑшалсене тӗрӗс те пӗлсе вырнаҫтарнине пула тата юнашарти стрелоксен пулӑшӑвӗпе пӗрле вӗсене сирсе яма пултарнӑ. Каярахпа та гитлеровецсем Черновӑн взводне йышӑннӑ вырӑнтан хӗссе кӑларас тесе темиҫе хутчен те атакӑна ҫӗкленнӗ. Взводра 6 салтак ҫеҫ тӑрса юлсан та Чернов каялла чакман, 3 талӑк хӑйсем йышӑннӑ вырӑна тытса тӑнӑ.  Ҫакӑ полкӑн ытти подразделенийӗсене юханшыв урлӑ каҫса ҫирӗпленме май панӑ. Августӑн 15, 20, 26-мӗшӗсенчи ҫапӑҫусенче те унӑн салтакӗсем паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, пехотӑна малалла кайма пулӑшнӑ.

СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи февралӗн 27-мӗшӗнчи указӗпе Ф.Н. Чернова Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Вӑрҫӑ вӗҫленсен те Федор Николаевич Совет Ҫарӗнче службӑра тӑнӑ. Каярахпа Ҫӗмӗрлери ҫар комиссариатӗнче ӗҫленӗ. Ӑна кунта хисепленӗ, шаннӑ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн депутатне суйланӑ. Ачасене ҫарпа патриотизмла воспитани парас ӗҫе те хастар  хутшӑннӑ.

Ф.Н.Чернов 1978  ҫулта ҫут тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.

Совет Союзӗн Геройне пирӗн округра манмаҫҫӗ. Асанкассинче ун ячӗпе  ҫулсеренех ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен уҫӑ турнирӗ иртет. Пӗлтӗр вӑл 35-мӗш хут пулнӑ. Унта 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *