Суббота, 15 февраля

Вӑйлисем палӑрнӑ

Нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче муниципаллӑ округри шкул ачисем хушшинче сӗтелҫи теннисӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ.

 Унта 11 шкул команди хутшӑннӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем пысӑк ӑсталӑх кӑтартса ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи ачасем иккӗмӗш пулнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Тукай Мишер вӑтам шкулӗн команди ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе Хисеп грамотисем парса чысланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *