Ӗмӗрне ӗҫре ирттернӗ ватӑсем тивӗҫлӗ канӑва кайсан чылай чухне кичемленеҫҫӗ, пӗччен- лӗхпе аптӑраҫҫӗ, хӑйсене пурнӑҫ айккинче тӑрса юлнӑн туяҫҫӗ. Килти тӑват стена хушшинче лариччен ҫын ҫине тухни, пӗр ӳсӗмри пӗлӗшсемпе куллен хутшӑнни, паллах, усӑллӑрах. Тивӗҫлӗ канурисене кичемлӗхрен ҫӑлас, вӑхӑта интереслӗ ирттерме пулӑшас тӗллевпе 35 ҫул каялла районти тӗп библиотекӑра ветерансен «Шанчӑк» клубне йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗ умӗн унта ҫӳрекенсем клубӑн юбилейне уявланӑ.
Клубӑн ӗҫне пуҫарса яракансенчен пӗри — Ефросиния Павловна Алексеева, ялти пӗрремӗш трактористка. Клуба ҫӳрекенсене пӗрлештерес тесе вӑл нумай ӗҫ пурнӑҫланӑ. Мӗнлерех ал ӗҫ ӑсти пулнӑ тата вӑл, мӗнлерех кавирсем тӗрлесе илемлетнӗ! Унӑн ӗҫне 2004 ҫулта Маргарита Бормотина тӑснӑ. 2013 ҫулта «Шанчӑк» клубӑн председательне Лидия Карзаковӑна суйланӑ. 2023 ҫултанпа ҫак ӗҫе Мария Мокеева пурнӑҫлать. Библиотека ӗҫченӗ Валентина Боровкова 28 ҫул клубӑн ӗҫне йӗркелесе пырать. Ӑна ку ӗҫре Вера Горбуновӑпа Светлана Григорьева библиотекарьсем пулӑшаҫҫӗ.
«Шанчӑк» клуба хутшӑнакансем яланах питӗ хастар пулнӑ, халӗ те тӗрлӗ мероприятисене активлӑн хутшӑнаҫҫӗ. Библиотекӑра йӗркелекен «А ну-ка, бабушки», «А ну-ка, дедушки», «Пасхальный благовест» тата ытти уявсем, литература каҫӗсем, концертсем вӗсемсӗр иртмеҫҫӗ. Паллӑ чӑваш писателӗсемпе поэчӗсене: Денис Гордеева, Гурий Чаржова, Виталий Шемекеева, Валери Туркая, Геннадий Максимова, Хветӗр Акивере, Улька Эльмене, Ангелина Павловскаяна халалланӑ пултарулӑх каҫӗсем те ӗмӗрлӗхе асра юлнӑ.
Юбилейлӑ мероприятире администрацин культура секторӗн специалисчӗ Дарья Лазарева, СФРӑн Комсомольскинчи клиент службин ертӳҫи Надежда Юманова клуба ҫӳрекенсене ӑшшӑн саламланӑ. Районти ветерансен канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев обществӑлла ӗҫе хастаррӑн хутшӑннӑшӑн клуба республикӑри ветерансен канашӗн Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ, ЧР хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова клуба ҫӳрекенсене кашнине грамотӑсем панӑ.
«Каҫал» фольклор ансамблӗ (унӑн йышӗнче «Шанчӑк» клуб членӗсем те пур) чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Наталья тата Владимир Павловсем (Элпуҫ) чуна пырса тивекен юрӑсемпе пурне те тыткӑнланӑ.
Уява пуҫтарӑннисем клуба ҫӳрекен Галина Быкован, Валентина Константинован, Валентина Яковлеван ал ӗҫӗсемпе киленсех паллашнӑ. Палӑртса хӑварар, Галина Быкова — республика шайӗнче иртнӗ «Ремеслаллӑ Чӑваш Ен» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи. Вӑл унта вӗт шӑрҫаран тӗрлӗ япаласем ӑсталаса палӑрнӑ.
Уявра «Шанчӑк» клуб мӗнрен пуҫланса кайнине, тӗрлӗ ҫулсенче унта мӗнле самантсем пулса иртнине аса илнӗ. Хӗл Мучипе Юр пике пуҫтарӑннисене ӑшшӑн саламланӑ.
«Шанчӑк» «кӗмӗл» ӳсӗмри чылай ҫыншӑн чӑннипех те шанчӑк пулса тӑнӑ тесе калас килет. Кунта вӗсем ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашаҫҫӗ, юрӑсем шӑрантараҫҫӗ, вуланӑ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «кӗмӗл» волонтер пулса ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ентешсене пулӑшать. Малашне те клуб ӗҫӗ тӗрлӗ пулӑмсемпе пуян пултӑр, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуралччӑр, тӗллевсем пурнӑҫлансах пыччӑр.
Наталья КАЛАШНИКОВА.