Суббота, 15 февраля

Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем хавхалантараҫҫӗ

Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем хавхалантараҫҫӗ

Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче йӗлтӗр спортне кӑмӑллакансем тахҫанах кӗтнӗ мероприяти пулнӑ — хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ. Ӑмӑртӑва СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн, РФ тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗн, Тукай ялӗнче ҫуралнӑ Владимир Воронковӑн ячӗпе йӗркеленӗ. 

Пуҫтарӑннисене муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов тата спорт мастерӗн кандидачӗ Николай Ятманов спорт уявӗпе саламланӑ, ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума суннӑ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсем яланхиллех йышлӑн пулнӑ. Опытлӑ йӗлтӗрҫӗсем ҫеҫ мар, спортра пӗрремӗш утӑмсем тӑвакансем те старта тухнӑ. Уйрӑмах Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн спортсменӗсем лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ. Физкультура учителӗ командӑна ӑмӑртӑва лайӑх хатӗрлентерни куҫкӗрет.

2007—2008 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсем хушшинче хӗрӳ тупӑшура Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Анна Тарасова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) — финиша иккӗмӗш, Полина Порфенова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш ҫитнӗ. Ҫак ӳсӗмри каччӑсем хушшинче Даниил Петрова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) ҫитекен пулман. Ку шкултах пӗлӳ илекен Юрий Курицын пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ, виҫҫӗмӗш вырӑнта — Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Роман Григорьев. 2009—2010 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсенчен Милена Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) чи маттурри пулнӑ. Хырхӗрри тӗп шкулӗн спорт- сменки Ангелина Морозова —иккӗмӗш, Чӗчкен тӗп шкулӗнче вӗренекен Диляра Сафьянова виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак ӳсӗмри каччӑсем хушшинче те Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ  — Михаил Иванов дистанцие пӗрремӗш парӑнтарнӑ. Максим Воробьевпа (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) Андрей Белков (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.

Ҫитӗннисем те уҫӑ сывлӑшра йӗлтӗрпе ярӑнни сывлӑхшӑн усӑллине асра тытса старта тухнӑ, палӑртнӑ дистанцие парӑнтарса медальсемпе грамотӑсене тивӗҫнӗ. Вӑтам ӳсӗмри хӗрарӑмсем хушшинче Людмила Можаева, арҫынсем хушшинче Владимир Калашников чи маттуррисем пулнӑ. 55—69 ҫулти арҫынсем хушшинчи хӗрӳ тупӑшура Зуфар Тимаев ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Вячеслав Лаврушкин, виҫҫӗмӗшӗнче —Валерий Денисов. Ветерансем те уйрӑм ушкӑнра ӑмӑртнӑ, Николай Ятманов — 1-мӗш, Алексей Самаркин 2-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ.

Хӗллехи вӑхӑтра ҫакнашкал ӑмӑртусем час-часах пулӗҫ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакансене, йӗлтӗр спортне кӑмӑллакансене тата та активлӑрах пулма, ӑмӑртусенчен айккинче тӑрса юлмасӑр ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тума сунатпӑр.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *