Суббота, 8 февраля

Ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ

Декабрӗн 20-мӗшӗнче районти культура ҫуртӗнче Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗн усӑ курассин ҫулталӑкне пӗтӗмлетсе савӑнӑҫлӑ мероприяти йӗркеленӗ.

Уява уҫса муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пурне те саламланӑ, округра ҫулталӑк хушшинче ҫемьесене пулӑшас тата ҫутҫанталӑка упрас енӗпе нумай ӗҫ туса ирттерни ҫинчен каланӑ, ҫак ӗҫсене активлӑн хутшӑннисене чӗререн тав тунӑ. Тематикӑлла мероприятисене йӗркелесе ирттерессинче чи пысӑк хастарлӑхпа палӑрнисене тӗрлӗрен наградӑсемпе чысланӑ.

60, 55 тата 50 ҫул пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсем — Елизаветӑпа Тихон Башкировсем, Галинӑпа Аркадий Абрамовсем, Альбинӑпа Вениамин Козловсем уявӑн хаклӑ хӑнисем пулнӑ. Ҫакӑн пек ҫирӗп те шанчӑклӑ ҫемьесенчен тӗслӗх илмеллине палӑртса Николай Никандрович вӗсене «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *