Шашка вӑййине юратакансем Комсомольскинче пурӑннӑ Нина Ивановна Степанова ятне аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл спортӑн ҫак енӗпе районта хӗрарӑмсем хушшинче час-часах пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, республика шайӗнчи тупӑшусене хутшӑнса та малти вырӑна тухнӑ.
Декабрӗн 14-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Н.И. Степановӑна асӑнса хӗрсемпе хӗрарӑмсем хушшинче шашка турнирӗ иртнӗ. Вӑйӑсем хӗрӳ те интереслӗ пулнӑ. Кашниех ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑ. 5—8-мӗш классенче вӗренекен хӗрачасем хушшинче Милана Волкова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Иккӗмӗшӗнче — Марина Петухова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Эльвира Сурина (Хырхӗрри тӗп шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. 9—11-мӗш классенче ӑс пухакансем хушшинче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Айгель Гиннетуллина чи маттурри пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — ҫак шкултах ӑс пухакан Карина Петухова, виҫҫӗмӗшӗнче — Карина Ильина (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ). Хӗрарӑмсем хушшинче вара Татьяна Волковӑпа Елена Васильева пӗр пек балл пуҫтарса 1-мӗшпе 2-мӗш вырӑна пайланӑ. Галина Симакова виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.
Петр ПОРЯДКОВ.