Суббота, 8 февраля

Ҫӗнӗ Мӑратсем – малтисем

Ҫӗнӗ Мӑратсем – малтисем

Ноябрӗн 30-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче «Комплекс» строительство фирмин призӗсемшӗн волейбол турнирӗ иртнӗ. Унта 2007 ҫулта тата каярах ҫуралнӑ хӗрсем тупӑшнӑ.

Мероприятие уҫса Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, «Кӗтне» спорт шкулӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Валерий Денисов тата ЧР тава тивӗҫлӗ физкультурӑпа спорт ӗҫченӗ Евгений Тихонов пурне те ӑнӑҫу суннӑ.

Хӗрӳ тупӑшура Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗн команди ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн хӗрӗсем — кӗмӗл медальсен хуҫисем. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем вара — виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Мала тухнӑ командӑсене кубоксемпе, грамотӑсемпе, медальсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысланӑ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *