Воскресенье, 14 июня

Ял хуҫалӑхӗ тӑрӑшуллисене юратать

Октябрӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта Ял хуҫалӑхӗн тата тирпейлекен промышленноҫ ӗҫченӗн кунне уявланӑ. Унта агропромышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем йышлӑн хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, ҫапларах каланӑ: «Агропромышленноҫ комплексӗ патшалӑхӑн чи кирлӗ ыйтӑвӗсене татса парать. Сирӗн ӗҫӗре ҫӗршыври кашни ҫынах пысӑка хурса хаклать — эсир Раҫҫейӗн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтеретӗр. Кашни наградӑра пысӑк коллектив ӗҫӗ».

Уявра чи лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ республика ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.  Кӑҫал чи лайӑххисен шутне Красноармейски, Шупашкар тата Муркаш округӗсем кӗнӗ. Вӗсем территорисене тирпей-илем кӗртме 150 пин тенкӗлӗх сертификатсене тивӗҫнӗ.

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов  ял хуҫалӑх ӗҫӗсен пӗтӗмлетӗвӗсемпе паллаштарнӑ. «Пӗтӗмӗшле илсен 100 гектар ҫӗр пуҫне продукци туса илессипе Атӑлҫи федераллӑ округра эпир малтисен шутӗнче, ҫӗрулмипе хӑмла калӑпӑшӗпе эпир пӗрремӗшсем, сӗтпе тата пахча ҫимӗҫпе — иккӗмӗшсем, тӗш-тырӑпа — виҫҫӗмӗшсем. Пӗтӗм продукци туса илессипе виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнатпӑр», — тенӗ вице-премьер.

Уяв мероприятине Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин ертсе пыракан делегаци те хутшӑннӑ. Республикӑра чи нумай та пысӑк тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илнӗ организаци ятне «Слава картофелю» агрофирма тивӗҫнӗ. Унӑн генеральнӑй директорне Хасиятулла Идиатуллина Диплом парса чысланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *