Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунисене асӑнса ирттернӗ «КультураVПобеде» мероприятие Чӑваш Енри волонтер штабӗсен представителӗсене йыхравланӑ. ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев волонтер центрӗсен чи активлӑ координаторӗсене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене куллен гуманитари пулӑшӑвӗ парса тӑнӑшӑн Тав ҫырӑвӗсем парса чысланӑ. Ҫакӑн пек Тав ҫырӑвне Хирти Мӑнтӑр ялӗнче пурӑнакан Герман Крылов та тивӗҫнӗ.
Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансанах Герман Николаевич ял ҫыннисене салтаксене пулӑшу кӳрес ӗҫе явӑҫтарма пикеннӗ, маскировка сеткисем ҫыхма вӗреннӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлес ӗҫе пуҫарса янӑ. Ял ҫыннисемпе пӗрле укҫа-тенкӗ пуҫтарса салтаксене кирлӗ хатӗрсем туяннӑ.
— Пурӗ СВО пуҫланнӑранпа ялти хастарсемпе пӗрле 175 маскировка сетки ҫыхрӑмӑр. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе малалла тӑсасшӑн, халӗ сетка ҫыхмалли материалсене хатӗрлетпӗр, — каласа парать паянхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен Герман Николаевич.
Окоп ҫуртисем тӑвас ӗҫе ялти шкул ачисене те явӑҫтарнӑ. Вӗсем ушкӑнпа пӗрле хаваспах ку ӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ, ҫӗнтерӗве ҫывхартма вӗсем те хӑйсен тӳпине хывнишӗн мӑнаҫланаҫҫӗ те.
Хирти Мӑнтӑрсем час-часах гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарса СВОри ентешсем патне ӑсатаҫҫӗ. Нумаях пулмасть ҫеҫ вӗсем Запорожьене 10 сетка ҫӗрулми, 3-шер сетка кишӗр, хӗрлӗ чӗкӗнтӗр, ыхра, сухан, 2 сетка купӑста ӑсатнӑ.
— Пулӑшу кирлӗ тесенех ял-йыш кар тӑрса пулӑшать. Ял хуҫалӑх таварӗсене салтаксене парас текенсем йышлӑн пулчӗҫ, шутлӑ кунсенчех гуманитари пулӑшӑвӗ хатӗрлесе ӑсатрӑмӑр. Ял-йыша, ҫав шутра маскировка сеткисем ҫыхма укҫа-тенкӗ паракансене те, куллен сетка ҫыхма ҫӳрекенсене те чӗререн тав тӑватӑп. Ҫакӑн пек ӗҫре пурте пӗрле тӑрӑшни паха, — уҫать шухӑшне Г.Крылов.
Наталья Калашникова.

