Воскресенье, 19 июля

Сыхӑ пулни – чи кирли

Ултавҫӑсем нихӑҫан та тӗлӗрмеҫҫӗ, темӗнле меслет тупса та ҫыннӑн укҫи-тенкине «хӑпӑтма», ҫын шучӗпе пуйма тӑрӑшаҫҫӗ. Уйрӑмах телефон урлӑ «шӑнман пӑр» ҫине лартса яракансем паянхи кун йышлӑ. Комсомольскинчи аслӑ ӑрӑвӑн хутшӑну центрӗнче нумаях пулмасть иртнӗ тӗлпулура шӑпах ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ.

РФ Ш,Мӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин «Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсене тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсене анлӑ сарӑлнӑ ултав схемисем ҫинчен каласа панӑ. Аслӑрах ҫултисем палламан ҫын шӑнкӑравласа такам вӗсен ячӗпе кредит илни ҫинчен илтсен сехӗрленсе ӳкеҫҫӗ, пур-ҫук укҫине хӑрушлӑхсӑр счет ҫине куҫарма та тӳрех килӗшеҫҫӗ. Е тухтӑр патне ҫырӑнма пароль кирлӗ текенсене ӗненсе калама юраман цифрӑсене ултавҫӑсене пӗлтереҫҫӗ. Банк картти е телефонӑн сим-картти ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе шӑнкӑравласа пӗлтерекенсене те ҫур сӑмахранах ӗненеҫҫӗ, ултавҫӑ каланӑ пек туса укҫасӑр тӑрса юлаҫҫӗ. Преступниксен меслечӗсене пурне те асӑнса та пӗтерес ҫук.

Сергей Анатольевич ултавҫӑсене мӗнрен уйӑрса илмелли, вӗсен серепине лекес мар тесен мӗн тумалли ҫинчен каласа ӑнлантарнӑ, пуҫтарӑннисен ыйтӑвӗсем ҫине хуравласа яланах тимлӗ пулмалли, иккӗлентерекен шӑнкӑравсем пулсан унта-кунта пусиччен кампа та пулин канашламалли ҫинчен аса илтернӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *