Октябрӗн 26-мӗшӗнче Урмаел вӑтам шкулӗнче «Пӗрремӗшсен» слечӗ иртнӗ. Унта округри шкулсенче ӑс пухакансем, вӗсен наставникӗсем, ачалӑх навигаторӗсем хутшӑннӑ.
Мероприяти пуҫламӑшӗнче Раҫҫейӗн ҫамрӑк гражданӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паспортсем панӑ. «Эпир — Раҫҫей гражданӗсем» проектпа килӗшӳллӗн РФ ШӖМӗн «Комсомольский» уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Ласточкин тата миграци пайӗн начальникӗ Арина Галкина 17 шкул ачине вӗсен пурнӑҫӗнчи чи кирлӗ документа алӑран тыттарнӑ. Ачасем Тӑван ҫӗршыва юратма, упрама тупа тунӑ.
Слета уҫнӑ хыҫҫӑн 80 ача тӗрлӗ лапамсене пайланса вӑйӑсем вылянӑ, викторинӑсене, тематикӑлла калаҫусене хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвӗсене тӗрӗсленӗ, ҫав шутра професси суйласси, укҫапа перекетлӗн усӑ курасси, сывлӑха ҫирӗплетесси, Ҫӗнтерӳ волонтерӗ пуласси ҫинчен калаҫнӑ, тӗрлӗ ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Юлашкинчен слета хутшӑнакансем пирӗн округра ҫеҫ мар, республикӑра та палӑрнӑ архитекторпа, Дамир Камартдиновпа тӗлпулу ирттернӗ. Дамир Расикович мӗншӗн архитектор пулма шутлани, хӑйӗн ӗмӗчӗ патне мӗнле утни ҫинчен каласа панӑ, ачасем хӑйсене интереслентерекен ыйтусене парса ҫак профессин вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшнӑ.

