Воскресенье, 14 июня

Министр лару-тӑрупа паллашнӑ

Кашни ҫын пурнӑҫӗнче шкул пысӑк вырӑн йышӑнать. Нумай ҫул иртсен те шкулта вӗреннӗ ҫулсене, юратнӑ учительсене, интереслӗ самантсене ӑшшӑн аса илетпӗр. Тӑван шкул валли чӗрере яланах пӗр пӗчӗк кӗтес упранса юлать.

Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче ӑс пухакан ачасен юлашки ҫулсенче урӑх пӗлӳ ҫуртне ҫул такӑрлатма тивет. Сӑлтавӗ мӗнрине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ: шкул ҫурчӗ кивелсе йӗркерен тухнӑ. Ҫавӑнпа та 2-мӗш вӑтам шкулӑн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем ҫӗнӗ шкул тӑвасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫак кунсенче ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Комсомольскине ҫитсе ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ тӑвас ӗҫсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

«ПМК-8» подряд организацийӗ нумай пулмасть ҫеҫ ӗҫе пикеннӗ. Хальхи вӑхӑтра кивӗ шкул ҫуртне пӑсаҫҫӗ. Строительсем ӗҫсене вӑхӑтра пурнӑҫлама шантараҫҫӗ. 

«Кашни пысӑк ӗҫри пекех, йывӑрлӑхсем пур, паллах. Вӗсене татса паратпӑр. Кивӗ шкула пӑсасси вӗҫленсе пырать. Кӑҫалах ҫӗнӗ вӗренӳ ҫурчӗ тӑвас ӗҫе пикенӗпӗр. Шансах тӑратӑп: 2026 ҫулхи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне ачасем вӗр-ҫӗнӗ шкулта кӗтсе илӗҫ», — палӑртнӑ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин министра вырӑнти ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ май.

Дмитрий Захаров Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче те пулса курнӑ, пристрой туса столовӑй тата мастерскойсем уҫассине сӳтсе явнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *