Кӑҫалхи виҫӗ кварталта Чӑ-ваш Енре пурӑнакан 3529 ҫын пӗтӗм Раҫҫейри ГТО нормативӗсене тытса палӑрту паллисене тивӗҫнӗ, ҫав шутра 2230 ҫын — «ылтӑна», 712 ҫын — «кӗмӗле», 587 ҫын — «бронзӑна».
Пурӗ виҫӗ кварталта gto.ru сайтра 3600 ҫын ытла регистрациленнӗ. 23,6 пин ытла ҫын нормативсене панӑ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта ку кӑтарту 21,5 пин ытла ҫынпа танлашнӑ пулнӑ.
ЧР Спорт министерстви муниципаллӑ пӗрлешӳсенче тата хула округӗсенче ГТО комплексне мӗнле ӗҫе кӗртнине хакланӑ. Ҫапла gto.ru сайтра миҫе ҫын регистрациленнине, миҫе ҫын тӗрӗслев витӗр тухнине, миҫен палӑрту паллисене тивӗҫнине тата ытти кӑтартусене пӑхса ятарлӑ рейтинг хатӗрленӗ. Кӑҫалхи 3-мӗш кварталти кӑтартусем тӑрӑх Етӗрне муниципаллӑ округӗ пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Комсомольски муниципаллӑ округӗ, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӑвай муниципаллӑ округӗ.
«Пӗрле тӑрӑшсан ҫеҫ эпир республикӑн федераллӑ операторӑн рейтингӗнчи вырӑнне лайӑхлатма пултаратпӑр. Муниципалитетсене халӑха ГТО юхӑмне явӑҫтарас ӗҫе малалла тӑсма ыйтатӑп», — палӑртнӑ ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров.

