Воскресенье, 14 декабря

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫырупа тухнӑ

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫырупа тухнӑ

Февралӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан Ҫырӑвӗпе тухнӑ.

Яланхи пекех, Олег Алексеевич Чӑваш Республикинчи тӗп ыйтусене хускатнӑ. Чӑваш Ен экономикин, промышленноҫӗн, ял хуҫалӑхӗн, транспорчӗн кӑтартӑвӗсене тӗплӗн тишкерсе хакланӑ. Ҫавӑн пекех вӑл сывлӑх сыхлавӗн, вӗрентӗвӗн, культура отраслӗсем ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Регионта социаллӑ сферӑри пулӑшу, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх, ялсен инфраструктури, туризм, физкультурӑпа спорт пирки те шухӑшӗсене палӑртнӑ.

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулнӑ. Регион Пуҫлӑхӗ ачасемпе ҫамрӑксен политики тӗлӗшпе пӗлтӗр пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ.

Кӑҫал Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ, Чӑваш Республикинче Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май О.Николаев регионта кӑҫал туса ирттермелли тӗп ӗҫсемпе тӗллевсене палӑртнӑ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем пирки те асӑнмасӑр хӑварман. Республикӑра пурӑнакансене вӗсене ыр кӑмӑллӑх кӑтартса пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.

Кӑҫалхи  март уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн суйлавӗ пулнӑ май Чӑваш Енре пурӑнакансем пурте пӗр ҫын пек пулса сасӑлава   хутшӑнасса шаннине пӗлтернӗ. Хамӑрӑн пуласлӑхшӑн, ҫӗнтерӳшӗн, пурнӑҫӑн пур сферинчи ҫитӗнӳсемпе ӳсӗмсемшӗн, хамӑр ачасемшӗн, вӗсен пирӗн ӗҫе малалла тӑсма май пултӑр тесе сасӑлар.  Ҫырӑва Олег Николаев ҫак шухӑшпа  вӗҫленӗ. Ун сӑмахӗсене залра ларакансем алӑ ҫупса йышӑннӑ.

Ҫырӑва хаклаҫҫӗ

Николай Раськин,

муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ:

— Пире, муниципаллӑ тытӑмра ӗҫлекенсене, чи малтанах республика Пуҫлӑхӗн ялсен инфраструктурине аталантарассипе палӑртнӑ тӗллевӗсемпе паллашма кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫырура ял хуҫалӑхӗпе, вӗрентӳпе, сывлӑха сыхлас ӗҫпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ чылай ыйтӑва татса пама май паракан ҫул-йӗр палӑртнӑ. Ялсенче пуҫаруллӑ бюджет укҫи-тенкипе усӑ курса ӗҫленине ырлать.  Иртнӗ ҫул ҫав майпа республикӑра 1063 проекта ӗҫе кӗртнӗ. Кӑҫал вара 1500 ытла проекта суйласа илнӗ. Вӗсен йышӗнче, паллах, пирӗн округри территори уйрӑмӗсем тӑратнисем те пур.

Ҫырура палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тесен, пирӗн  пурин те пӗрле тӑрӑшни кирлӗ. Республикӑра 2024 ҫул Экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май регион Пуҫлӑхӗ  пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем палӑртнӑ. Эпир те хамӑр округра  кӑҫал вӑл енӗпе пурнӑҫламалли ӗҫсен планне ҫирӗплетнӗ. Мӗн шутланине ӗҫе кӗртес тесе вӑй хурӑпӑр.

Светлана Грачева,

муниципаллӑ округӑн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ:

— Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗнче социаллӑ сферӑри, вӗрентӳри, экономикӑри, сывлӑх сыхлавӗнчи, ҫӗнӗ ҫурт-йӗр хӑпартассинчи, культурӑри, спортри тата ытти енсенчи тӗп ыйтусене ҫутатса пачӗ. Тӑрӑшса ӗҫленине кура республика кунсерен аталанса, хитреленсе пырать, пурӑнмалли вырӑнсем хӑтлӑланаҫҫӗ.

Пирӗн округра та юлашки ҫулсенче чылай ӗҫ пурнӑҫланчӗ, ҫав-ҫавах тумаллисем татах та пур. Олег Алексеевич Комсомольскинче кӑҫал ҫӗнӗ шкул хӑпартма пуҫласси, пирӗн округӑн кӑнтӑр пайне пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерекен тытӑм тӑвасси ҫинчен те каларӗ. Ҫак ӗҫсене эпир питӗ      кӗтетпӗр.

Вӑл ҫавӑн пекех ытти енӗпе те плансем пысӑккине палӑртрӗ, вӗсене кӗскен уҫса пачӗ. Шанатӑп, пӗрле ҫанӑ тавӑрса ӗҫлесен палӑртни пурнӑҫланатех, ҫитӗнӳсем татах та савӑнтарӗҫ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *