Понедельник, 16 марта

Поэзире юрӑ-кӗвӗ каҫӗ

Иртнӗ кунсенче Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче «Юрататӑп сана,  ҫӗрӗм-шывӑм» поэзипе юрӑ-кӗвӗ каҫӗ пулчӗ.

Поэзи каҫне чӑваш халӑх поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, куҫаруҫӑ,  Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Валери Туркай хутшӑнчӗ. Валерий Владимирович ҫавӑн пекех Чӗмпӗр чӑвашӗсен «Эткер» фончӗн И.Я.Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ, Пушкӑрт Республикин Фаттих Карим ячӗллӗ писательсен союзӗн преми лауреачӗ, Чӑваш  тата Тутар Республикисен тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ. Яланах пурнӑҫпа тан утакан, паян халӑха хумхантаракан ыйтусем пирки ҫивӗч сӑмах калама пултаракан, ҫулӑмлӑ чӗреллӗ ентеш районти шкул ачисемпе тӗл пулчӗ. 

Иртнӗ ҫуркунне Хырай ,нел ялӗнче «Туркай вулавӗсем» ӑмӑрту иртнӗччӗ. Унта хамӑрӑн тата юнашар округсенчи  шкулсенче вӗренекенсем те хутшӑннӑччӗ. Вӗсене хак паракансен йышӗнче  чӑваш  халӑх  сӑвӑҫи, тӑлмач, драматург Раиса Сарпи, ҫавӑн пекех  Альбина Юрату поэтессӑсем  пулчӗҫ. Шӑпах ҫав ӑмӑртура малти вырӑн йышӑннӑ ҫӗнтерӳҫӗсем чӑваш халӑх поэчӗ  умӗнче  унӑн сӑввисене вуларӗҫ.

Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи 7-мӗш  класра вӗренекен Анна Шуряшкина «Мӗнле хитре паян ҫанталӑк» (вӗрентекенӗ С.А.Жукова), ҫав класрах ӑс пухакан Николай Матросов «Шӑрттан» (вӗрентекенӗ Г.В.Тимофеева), Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 10-мӗш класри Екатерина Петрова «Чӑваш тӳпи»  (вӗрентекенӗ Л.П.Абрамова), ҫак шкултах  9-мӗш класра пӗлӳ илекен Виктория Хораськина «Паллӑ ҫын пулнипе ан мухтанӑр» (вӗрентекенӗ С.Г.Индюкова), 8-мӗш класри Дарья Арсентьева  «Вӑрҫӑ ачи» (вӗрентекенӗ В.Н.Арсентьева) сӑвӑсене ӗнентерӳллӗн те чун хавалӗпе вуларӗҫ.  

     Тутар халӑх поэчӗн Муса Джалилӗн чӑвашла Валери Туркай куҫарнӑ «Варварство» («Тискерлӗх») сӑввине Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче  9-мӗш класра вӗренекен Карина Ильина (вӗрентекенӗ Т.А.Шингалова) вуланӑ чухне кашнин куҫӗ шывланчӗ. Ахальтен мар «Туркай вулавӗсем» конкурсра Карина Гран-при ҫӗнсе илнӗ. Валерий Владимирович ҫитӗнекен ӑру унӑн сӑввисене юратнине, хӑпартланса  вуланине курса та итлесе  тепӗр хут ӗненчӗ.

Валери Туркайӑн сӑввисемпе  композиторсем нумай юрӑ кӗвӗленӗ. Поэзипе юрӑ-кӗвӗ каҫӗнче хӑш-пӗрисем янӑрарӗҫ. Павел Иванов хӑй кӗвӗленӗ «Пин-пин юр пӗрчи айӗнче», «Юратса пурӑнмалла» юррисене  шӑрантарчӗ. Авторпа пӗрле Анна Можаева юрларӗ. Алина Михайлова кӗвӗленӗ «Пӗчӗккӗ пуласчӗ» юрра  Татьяна Волкова шӑрантарчӗ.

Поэзипе юрӑ-кӗвӗ  каҫӗ чӑваш халӑх поэчӗн  Валери Туркайӑн ҫӗнӗ сӑввисемпе  малалла тӑсӑлчӗ.  Хӑй вуланӑ сӑввисене ачасем уйрӑмах интересленсе итлерӗҫ.

Унсӑр пуҫне хисеплӗ ентешӗмӗр Дагестан халӑх поэчӗ Расул Гамзатов 100 ҫул тултарнине халалланӑ уявра пулни ҫинчен  те каласа пачӗ.

«Юрататӑп сана,  ҫӗрӗм-шывӑм» поэзипе юрӑ-кӗвӗ каҫӗ  ачасен чӗрисенче ырӑ асаилӳсем хӑварчӗ. Хаваслӑ каҫра сӑвӑ вуланӑ ачасемшӗн поэт аллинчен кӗнеке илни пысӑк чыс пулчӗ.

Тӗлпулу каҫне культура ҫурчӗн методика центрӗн ертӳҫи В.Н.Курицына ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ертсе пычӗ.

Валентина КУРИЦЫНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *